Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пуканесен «амăшĕ»

Пуканесен «амăшĕ»

Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне театрпа çыхăнтарнă Лидия Александровна Шакова. «Хăçан, мĕнпе илĕртме пуçланă-ши мана театр, актер ĕçĕ? -аса илнĕ вăл. — Çак юрату аттерен куçнă пулĕ. Пирĕн çемье час-часах çỹретчĕ театра. Пĕр премьерăна та сиктермен. Тăхăр çулта чухне Чăваш драма театрне «Вĕçев» ятлă спектакль курма пĕчченех кайнăччĕ. Паллă артистсем вылярĕç унта: Борис Алексеев, Ольга Ырзем, Алексей Ургалкин. Вĕсен тата ыттисен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе çăвар карса пăхса лартăм. Халĕ те, нумай çул иртнĕ хыççăн та, тĕлĕнме пăрахаймастăп. Шăпах çавăн чухне асамлă самантсем хавхалантарчĕç пулĕ çак профессие суйласа илме».

Л.Шакова 1928 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре çуралнă. Ашшĕ — Александр Яковлевич — патшалăх, парти, общество ĕçченĕ пулнă. 1938 çулта КПСС Чăваш обкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче те вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Хĕрлĕ Çарта тата Тинĕс-çар флотĕнче пĕтĕмпе 14 çул хĕсметре тăнăскер, фронта хăй ирĕкĕпе тухса каять. Лидия тантăшĕсемпе тата хĕрарăмсемпе пĕрле кунĕн-çĕрĕн колхозра тăрăшнă. Çапла майпа вăй-хал çеç мар, шухăш-кăмăл та çирĕпленнĕ. Ачаранхи ĕмĕчĕ тепĕр хутчен хускалнă: «Актриса пулатăпах!»

Вăтам пĕлỹ илсенех вăл тăван ялĕнчи шкулта аслă пионервожатăйра ĕçлет. Кайран, 1949 çулччен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Катикассинчи колхоз театрĕнче.

1950-1969 çулсенче — Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки. Пĕрремĕш роль — театр режиссерĕ тата директорĕ С.Мерзляков çырнă «Следопыты» пьесăри Севка арçын ача сăнарĕ. Кунта вăл хăйсен ĕçне чунтан парăннă чаплă сцена ăстисемпе — Е.Е.Орловăпа, А.Я.Алферовăпа, С.Г.Григорьевпа, М.А.Алексеевпа, И.А.Антоновпа ĕçленĕ, вĕсенчен вĕренсе пынă. Тĕп тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне, ял хĕрĕ режиссерсемпе радиокомпозици йĕркелет, ача-пăча пьесисем çырать.

1952 çул пуçламăшĕнче театра актерсенчен килмен сăлтавсене пула хупнă. Анчах вĕсем саланса пĕтмен — ĕçленĕ. Гастроль хыççăн гастроль йĕркеленĕ. Декорацисене вăкăрсемпе, лашасемпе турттарнă, хăйсем хыççăн пынă. Тепĕр чухне 30 çухрăм таранах утнă, палăртнă ялсене пурпĕрех вăхăтра çитнĕ. Репертуарта лайăх спектакль сахал мар пулнă, çапах та куракансем уйрăмах П.Ершов юмахĕ тăрăх лартнă «Çунатлă урхамаха» килĕштернĕ. Лидия Александровна унта Иван рольне сăнарланă.

1969 çулта Ташкентра çĕр чĕтреннĕ хыççăн актриса мăшăрне Аркадий Максимович Максимова васкавлăн хулана ишĕлчĕксенчен тасатма, çĕнĕрен çуртсем хăпартма командировкăна яраççĕ. Çемье те çавăнпах чăваш çĕрĕнчен инçе çула тухса каять. Опытлă артисткăна хулари Пукане театрне тỹрех ĕçе илеççĕ.

1985 çулччен тăрăшать унта. Çак тапхăрта Совет Союзĕнчи хуласенче çеç мар, театр коллективĕпе Брюссельте, Варшавăра, Индире, Бухарестра, Францире, Афганистанра хăйĕн пултарулăхне кăтартать.

— Эпĕ театрăн вырăс труппинче ĕçленĕ, — аса илнĕ Л.Шакова. — Апла пулин те, узбек тата ытти драматургсен произведенийĕсене те лартнă. Пĕррехинче «Улыбнись, Айхон» спектакльре Майсара рольне пачĕç. Хамăн сăнара пасар тăрăх «шыраса» çỹреме тиврĕ. Узбек хĕрарăмĕсем тĕл пулсан пĕр-пĕрне çурăмран шăлса ачашлаççĕ, пуçĕсене пĕксе сывлăх сунни те питĕ кăмăллăччĕ. Эпĕ çак тата ытти тыткаларăша ăша хывма тăрăшнă ĕнтĕ.

Лидия Александровна — Узбек Республикин тава тивĕçлĕ артистки (1983), Вăтам Азири тата Казахстанри Пукане театрĕсен Пĕтĕм халăх хушшинчи II фестивалĕн дипломанчĕ (1975), РСФСР Театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ (1958). Ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе, СССР Культура министерствин «Отличник культурного шефства над селом» паллăпа, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн, КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Пуканесен «амăшĕ» калăпланă паллăрах рольсем: Мария («Мария-голубка», А.Толстой), Аленушка («Аленький цветочек», Т.Аксаков), Красная шапочка («Красная шапочка», Шарль Пьеро), Царица («Краса Ненаглядная», Е.Сперанский).

Л.Шакова 2011 çулхи майăн 3-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Ăна Шупашкарта пытарнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code