Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей Çар Мухтавĕн август уйăхĕнчи паллă кунĕсем

Раççей Çар Мухтавĕн август уйăхĕнчи паллă кунĕсем

Августăн 1-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта вырăссен çарĕ турккăсен çарне Кагул çывăхĕнче çапса аркатнă.

Августăн 1-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта Германи Раççей çĕрĕ çине тапăнса кĕнĕ.

Августăн 2-мĕшĕ. Çак кун 1572 çулта Хаяр Иван патша полководецĕсем Воротынскипе Хворостинин ертсе пынипе Крым ханĕн çарне тĕпĕ-йĕрĕпех çапса аркатнă.

Августăн 6-мĕшĕ. Çак кун 1915 çулта Осовец крепость хÿтĕлевçисем нимĕç салтакĕсене хăваласа янă. Çак пулăм историе «вилнисен тапăнăвĕ» ятпа кĕрсе юлнă.

Августăн 9-мĕшĕ. Çак кун 1714 çулта Гангут сăмсахĕ патĕнче Петр патша ертсе пынипе вырăс флочĕ пĕрремĕш хут шведсене çĕнтернĕ.

Августăн 12-мĕшĕ. Çак кун 1759 çулта Салтыков ертсе пынипе вырăс çарĕ прусс çарне Кунерсдорф çывăхĕнче çапса аркатнă. II Фридрих çарĕ йăлтах пĕтнĕ, хăй тыткăна лекесрен хăтăлса юлнă. Çак çапăçу хыççăн вырăссем Берлина кĕнĕ.

Августăн 15-мĕшĕ. Çак кун 1799 çулта Суворов çарĕ французсене çĕнтернĕ. 7 пин француз вăрçă хирĕнче выртса юлнă, 3 пин тыткăна лекнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code