Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ столовăй пулĕ

Елчĕкри вăтам шкулта реконструкцин пысăк тапхăрĕ пуçланнă.

Унта 250 вырăнлăх çĕнĕ столовăй тума планланă. Вырăнти «Вĕренĕве аталантарасси» программăпа килĕшỹллĕн подрядчикăн — «Партнер» сахал яваплă обществăн кунта 51728710 тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

Шкул коллективĕн вăй-халĕпе строительство ĕçĕсем пуçăниччен столовăйри оборудованисене илсе тухса вăхăтлăха упрама хунă.

Пурнăç çулĕпе — 95 çул

Аслă Елчĕкри Леонид Бобин тыл, ĕç ветеранĕ 95 çулхи юбилейне чыслăн паллă тунă.

Ялти хисеплĕ çынна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, шкул директорĕ Николай Волков, культура çурчĕн заведующийĕ Людмила Горшкова саламланă.

Леонид Петрович мăшăрĕпе, Мария Семеновнăпа, пĕрлешни часах 70 çул çитет. Туслă çемье виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ỹстернĕ. Паян вĕсен 11 мăнукпа 12 кĕçĕн мăнук.

Тăлăхсене хваттерсем панă

Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă районти виçĕ çамрăкран телейли кам пултăр ку чухне — вĕсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Елчĕкри хăтлă микрорайонта çĕнĕ пурнăç пуçлакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, район прокурорĕн çумĕ Вячеслав Путяков саламланă. Çĕнĕ хваттер хуçисем хăйсем те районти пуçлăхсене тав тунă.

Финанс пĕлĕвĕн сехечĕ

Районти библиотека ĕçченĕсем аслă ỹсĕмри çынсемпе финанс пĕлĕвĕн сехечĕ ирттернĕ.

Специалистсем ултавçăсем çынсен укçине вăрлама çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăларни, вĕсен вăлтине çакланасран сыхланмалли, кредит килĕшĕвне суйса алă пусасран асăрханмалли çинчен каласа панă. Калаçу тĕлпулăва пуçтарăннисене кăсăклантарнă. Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри çакăн пек пăтăрмаха çакланса курнă та ĕнтĕ: ултавçăсем е асамлă эмел сĕнеççĕ, е банкпа çыхăннă калаçу пуçараççĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code