Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Телейлĕ пулăр, ачамăрсем!

Телейлĕ пулăр, ачамăрсем!

Редакцие час-часах шăнкăравласа тĕрлĕ енлĕ пулăшу ыйтаççĕ. Иртнинче инçетри пĕлĕшсем ывăлĕ авланнине хыпарларĕç. Эсир çамрăксене памалли пил сăмахĕсене пĕлетĕрех ĕнтĕ. Çак ырă йăла-йĕрке çинчен çырса кăларăр-ха; Вăл пирĕншĕн кăна мар, ытти ашшĕ-амăшĕшĕн те вырăнлă пулĕ.

Туйра саламламалли

/Ывăл авлантаракан ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ/

Ылтăнран та хаклă тĕпренчĕкĕмĕрсем, юратнă ачамăрсем!

Паян эсир хăвăр шăпăрсене пĕр тĕвве çыхрăр, пĕр çемье чăмăртарăр. Юрату туйăмĕ пĕрлештерчĕ сире. Çак сăваплă туйăма нихçан та ан сÿнтерĕр, куç шăрçи пек упрăр. Юрату пуррипе çут тĕнче тытăнса тăрать, вăл пире ырă пулма, пĕр-пĕрне упрама вĕрентет. Юрату вăйĕпе эсир те çут тĕнчене килнĕ. Çак илемлĕ туйăм сире ĕмĕр тăршшĕпех ăшăтса, вăй-хăват парса тăтăр.

Ытарайми чĕппĕмĕрсем! Эсир халĕ – мăшăр çунат. Пурнăçăн сенкер тÿпинче ывăнмасăр авăсса, ирĕклĕн вĕçмелле пултăр. Хăрах çунатăр ывăнсан, усăнсан, тепри ăна çĕклеме пулăштăр. Пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулăр, йывăрлăхсене çăмăллăн парăнтарса пыма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунатпăр сире. Юрату ăшшипе çавăрнă йăвăрта йышлă чĕпĕ кăларса çитĕнтермелле пултăр. Халăха, çĕршывăмăра юрăхлă ăру ÿстерме çирĕп ăс-хакăл сунатпăр сире.

Çын хушшинче пурăнма ырă ят кирлĕ. Ят-сума вара юратнă ĕç, чыс урлă çеç çĕнсе илме пулать. Ĕçе юратăр, чыслăха упрăр. Пирĕн пите ан хĕретĕр. Аслисен пилне асра тытăр. Кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулăр. Вара сире юратĕç те, хисеплĕç те.

Телейлĕ пулăр, ачамăрсем! Çÿлти Турă сире нихăçан та ан пăрахтăр.

Киле мăшăр кĕрес умĕн

/Амăшĕн аллинче – çăкăр-тăвар, ашшĕн аллинче – турăш/

Юратнă ачамăрсем! Эсир кунта мăшăр пулса кĕретĕр. Яланах çăкăр-тăварлă пулăр. /Çамрăксем çăкăр çыртса илеççĕ/. Кинĕмĕр, эпир сана хĕр, аппа, çывăх çын вырăнне хурса йышăнатпăр. Тăван килти пек туй хăвна.

Юратнă ывăлăмăр! Çак никĕсе чыслăн тытса тăмалла пултăр сирĕн. Килĕшÿ, ăнлану, çителĕклĕх, сÿнми юрату сунатпăр сире. Яланах Турăпа пĕрле çÿрĕр. Турă сире нихăçан та ан пăрахтăр.

/Çамрăксем турăша чуп тăваççĕ/.

Хапăл туса пÿрте кĕме чĕнетпĕр сире.

/Пÿртре çамрăксем турăша хирĕç чĕркуçленсе лараççĕ, вĕсене хирĕç ашшĕ-амăшĕ тенкел çинче ларать. Çамрăксене тав туса ĕçтермелле, ун хыççăн укçа памалла/.

Хаклă ывăлăмăр, юратнă кинĕмĕр! Эсир кунта пĕрремĕш хут мăшăрлă пулса кĕретĕр. Пĕрремĕш хут кĕрекере. Яланах çăкăр-тăварлă пулăр. Килен-каяна тарават пулăр. Ман тăван, сан тăван тесе тăвансене ан уйăрăр. Уй пек аслă, вăрман пек пуян пулăр. Пÿртри çÿппе тула ан кăларăр, урамри çÿппе киле илсе ан кĕрĕр. Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр. Пĕр-пĕрне упрăр, ан улталăр. Ваттисене хисеплĕр, пулăшăр, кĕçĕннисене ырă тĕслĕх кăтартса пурăнăр. Укçа-тенкĕрен те, тус-тăванран та ан татăлăр. Сак тулли ача-пăча пултăр сирĕн. Хăвăр хыççăн сывă, чыслă ăру юлтăр. Пирĕн йăха малалла тăсма сывлăх, ăнăçу, телей, вăрăм ĕмĕр пултăр сире. Пехил сире. Тăрăр, ачамăрсем. Турă кĕтессине ларăр.

З.СВЕКЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code