Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен илемĕпе паллашар

Чăваш Ен илемĕпе паллашар

Наци библиотеки виртуаллă уçлăхра Чăваш Республикинчи ятарласа упракан вырăнсемпе паллашма сĕнет.

Тĕнче тетелĕнчи çул çÿрев «Чăваш вăрманĕ» наци паркне, «Присурский» заповеднике, патшалăхăн 22 заказникне, çут çанталăкăн 10 палăкĕ патне, Аркадий Айдак ячĕллĕ этнопарка илсе çитерĕ.

Экологипе туризм экскурсийĕ кашни объектпа тĕплĕн паллаштарать, çав вырăнсенче ÿсекен йывăç-курăк, пурăнакан чĕр чунсем çинчен каласа кăтартать. Сăн ÿкерчĕксемпе видеоматериалсем заповедниксен илемне çывăхрах туйса илме пулăшĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code