Пурнăçне çарпа çыхăнтарнă ентешсем сахал мар пирĕн. Вĕсенчен пĕри – Патреккелте çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Доброхотов.
Вăтам шкул хыççăн ниçта та мар, тÿрех Омскри танк училищине çул тытнă çамрăк. Касри ачасемпе пĕчĕкрен вăрçăлла выляса çитĕннĕ вăхăтрах хăйĕн пуласлăхне çарта курнă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса рядовойран капитана çитнĕ ашшĕ Николай Доброхотов уншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Вăл III степень Мухтав, I тата II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен, чылай медалĕн кавалерĕ пулнă. Куккăшне Петр Николаевич Теплов ветеран-фронтовика та ырă тĕслĕх вырăнне хунă ача.
– Офицер пулма мана шăпах вĕсем пиллерĕç, – тет отставкăри полковник.
Училищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан В.Доброхотов лейтенанта шăпа Хĕрлĕ Ялавлă Вăтам Ази округне илсе çитерет – кунта ăна чаçри зенит-артиллери батарейин командирĕн заместителĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Каярах Киеври танк инженерĕсем хатĕрлекен çар училищинче пĕлĕвне ÿстерет, ăсталăхне туптать. Кунтан вĕренсе тухсан Владимир хăйне Афганистанри Бадахшан провинцийĕнче вырнаçнă мотострелоксен уйрăм чаçне ярасси пирки пĕлет. Çĕнĕ вырăна мĕнле çитмелле? Çак ыйту канăçсăрлантарнă çамрăка. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра Кундуз çывăхĕнче тăшмансен йăви, унăн вара çак хула урлă пĕчĕк гарнизона çитмелле пулнă. Хăрушă маршрута вăл Ан-24 самолет çинче пуçлать, Ми-8 вертолетпа вĕçлет. Çул çинче пĕр талăка яхăн иртет. Çак тапхăрта салтакăн аллинчен хĕç-пăшал кайман – кашни çеккунтра тимлĕ те сыхă пулмалла пулнă.
Вăрçă тискерлĕхне Владимир вертолетран ансанах асăрханă. Службăри юлташĕсем хыпарланă тăрăх, вăл çитес умĕн душмансем пирĕн салтаксен гарнизонĕ çине «Стингер» реактивлă ракетăсемпе çур сехете яхăн персе тăнă: çак вырăнта çуртсен хуп-хура кăшкарĕсем анчах юлнă пулнă, перкелешÿ вăхăтĕнче тăватă совет салтакĕ вилмеллех аманнă. Пулăшу вăхăтра çитмен пулсан çухатусем тата та пысăк пулма пултарнă. Çапла хăрушшăн кĕтсе илнĕ Афганистан ентешĕмĕре. Икĕ çул службăра тăнă вăл кунта.
– Яланах асăрхануллă пулăр. Апрельти революци тăшманĕсем Гиндукуш тăвĕсем енчен тапăнассине хуть хăш самантра та кĕтме пулать. Вĕсем пирĕн уявсем хăçан пулнине питĕ лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та кунта праçник тума ан васкăр. Виçĕ хут, пилĕк хут сыхă пулăр, – тенĕ Виктор Хоробрых капитан тусем-сăртсем хушшинче вырнаçнă çар техникине Владимир Доброхотова шанса панă май. Шăпах ăна улăштарма килнĕ Владимир.
Тепĕр эрнере – Совет çарĕпе Тинĕс-çар флочĕн кунĕ. Гарнизонти çĕнĕ офицер чăннипех те хăйсем çине душмансем тапăнасса кĕтнĕ. Икĕ талăк куç хупман Владимир Николаевич. Шикленни кăлăхах пулнă, çав каç таврара нихçанхинчен те шăп пулнă. Каç пуласпа вĕсем патне полк командирĕ хăй килсе çитнĕ. Вăл офицерсен пысăк мар ушкăнне хăрушсăртарах вырăна пухăнма ыйтнă.
– Сире пурсăра та Совет Çарĕ çуралнă кунпа ăшшăн саламлатăп. Халĕ Доброхотов капитана «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче Тăван çĕршыв службинче тăнăшăн» III степень орденпа наградăлама ирĕк парсамăр. Ăна вăл питĕ ответлă самантра илет, – тесе полковник Доброхотовăн кăкăрĕ çине пĕрремĕш орден çакнă.
Вунпилĕк çул хушшинче вăл вăхăтри çар техникине, кашни танк е бронетранспортер /БТР/ тытăмне лайăх пĕлсе çитни Владимира Афганистанра та лайăх пулăшса пынă. Доброхотов майор службăра тăракан подразделени Афганистан Республикине Вăтам Азипе çыхăнтаракан шоссесене тата тĕрлĕ çар объекчĕсене сыхланă. Пирĕн машинăсем ытларах мирлĕ грузсем – апат-çимĕç продукчĕсем, медикаментсем, тумтир, строительство материалĕсем турттарнă.
Çар службинче 1991 çулччен тăнă В.Доброхотов Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медале тата ытти чылай наградăна тивĕçнĕ.
Салтакран таврăнсан отставкăри полковник И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн çар кафедрин аслă преподавателĕнче, ДОСААФ шкулĕнче тăрăшнă.