Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявра савăннă

Уявра савăннă

Елчĕкри Титов урамне ытларахăшĕ «поселок» тесен лайăх пĕлет. Кунта пурăнакансем иртнĕ кунсенче урам кунне уявланă.

Хальхи район центрĕн хĕвел тухăç енне Аслă Елчĕкрен чи малтанах М.А.Тябуков, М.П.Степанов, Г.Айзаров, П.Лукиянов, И.Кушманов, К.Мартынов, Ю.Тябуков хăйсен çемйисемпе куçса килнĕ. Тепĕр çултан – тата 10 хуçалăх. Поселока та, унтан колхоза та «Сталин» ят панă.

Каярахпа çĕр ĕçченĕсем «Дружба» /унтан «Прогресс»/ хуçалăхпа пĕрлешнĕ. Хăй вăхăтĕнче унта лаша, сурăх, чĕх-чĕп фермисем, çил арманĕ, тимĕрç лаççи тата ытти объект та пулнă. Вырăнти халăх ял хуçалăх производствине аталантарас, пысăк тухăçлă тыр-пул тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе хастарлăх кăтартнă. Мария Лукиянова пăру пăхакан ĕçри çитĕнĕвĕсене кура ВДНХра «Москвич» çăмăл автомашинăна тивĕçнĕ. Нина Кириллова, Галина Мартынова ферма ĕçченĕсен ячĕсем те районта чылай çул кĕрлесе тăнă. Икĕ Вениамин Тябуков – Семеновичпа Алексеевич та хăйсен тÿпине хывнă. Иккĕшĕ уявра шăпах «Прогресс» АХО правленийĕн хаклă парнисене тивĕçнĕ.

Паян поселокра 53 хуçалăх. Титовецсем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ, чылай ĕçе нимелле пурнăçлаççĕ. Урамри çула вĕтĕ чулпа сарса хытарни те çавнах çирĕплетет. Кунта пысăк тăрăшулăх кăтартаканĕ, паллах, «Чăвашъен-крахмал» предприяти ертÿçи Александр Кудряшов.

Пĕчĕк хутлăх тетпĕр пулсан та, кунта район историне кĕрсе юлнисем те пур. Поселок тĕп больница енчен, Агеевсенчен пуçланать. Йышлă ачаллă çемьерен тÿрех икĕ паллă искусство çынни тухнă: Владимир Иванович – Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, Валентина Ивановна – Чăваш халăх артистки. Сăмах май, паян тĕп кил вучахне упракансем – Анатолий Ивановичпа Галина Ивановна хăйсен ĕмĕрне Тăрăм шкулĕнче уительте ĕçлесе ирттернĕ. Вĕсен пĕрлехи педагогика стажĕ 60 çул ытла. Çемье пуçĕ Титов урамĕнчи арçынсенчен чи асли паян – 82-ре. Любовь Молоствова – ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, Николай Адюков – ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ, Сергей Кушманов – Раççей спорт мастерĕ.

Аслă Аттелĕх вăрçине Титов урамĕнчен 34 çын хутшăннă, 18-шĕ каялла таврăнайман. Афганистан тата Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрусенче виçшер çамрăк пулнă. Шел, Юрий Борисов интернационалист салтак пуçне хунă, вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Поселок уявне пухăннисене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова саламланă, тăрăшуллисене Тав хучĕсемпе чысланă. Эдуардпа Дарья Степановсем, Вячеслав Захаровпа Петр Козлов юрă-кĕвĕпе илем кÿнĕ уява.

Титовецсем ĕçре маттур та, спорт вăййисенче те çавнах çирĕплетнĕ. Вунă тĕрлĕ ăмăрту хăйĕн массăлăхĕпе те тĕлĕнтернĕ. Унта шкул çулне çитменнисенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисем таранах вăй виçнĕ. Диана Петрянкина, Алексей Яковлев, Наталья Кириллова, Юлия Агеева уйрăмах палăрнă.

Уява йĕркелесе хатĕрлессинче Сергей Васильев, Николай Адюков, Сергей Агеев тата ыттисем пуçарулăх кăтартнă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code