Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Çĕнĕ кĕнеке. Район сунтăхĕнчи тепĕр пурлăх

Çĕнĕ кĕнеке. Район сунтăхĕнчи тепĕр пурлăх

Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире Николай Малышкинăн черетлĕ кĕнеки — «Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ» — пичетленсе тухрĕ. Кăмакаран тин пиçсе тухнă çăкăра астивсе хакланă пекех, кĕнеке тухсанах ăна тишкересси те ырă йăлана кĕчĕ.

Шăпах иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăн вулав залне çĕнĕ кăларăмпа паллашас текенсем пуçтарăнчĕç. Николай Малышкин кĕнеке кăларас ĕçре çĕнĕ çын мар. «Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ» унăн виççĕмĕш «пепки». Чи малтанах, 2000 çулта, вăл культурăра, искусствăра, литературăра палăрнă ентешсем çинчен «Елчĕк енĕн пултарулăх çыннисем» кĕнеке кăларнăччĕ. «Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ» кĕнеке шăпах пĕрремĕш кĕнекен тăсăмĕ тесен те йăнăш мар. Çулсем хăвăрттăн шуса иртнĕ май çак маларах аса илнĕ сферăсенче палăрнă ентешсем тата йышланса, аталанса пырать, ентешсем район шайĕнче кăна мар, Чăваш Енре, ун тулашĕнче палăраççĕ. Автор пултарулăх çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе (вĕсем çинчен пĕрчĕн-пĕрчĕн хыпарсем пуçтарма шухăш тытсан (Калама кăна! Пилĕк çул!» пухнă) уйрăм кĕнеке кăларма мехел çитернĕ. Иртнĕ кĕнекере 66 паллă çын тата районти 4 пултарулăх ушкăнĕсем кĕнĕ пулсан, хальхинче 88 ятлă-сумлă ентешĕмĕрпе пĕрлех сăмахлăхра тата халăх ятне тивĕçнĕ фольклор ушкăнĕсем те вырăн тупнă. Кĕнекене тишкерсе хаклакансем, автора пархатарлă ĕçшĕн тав тăвакансем йышлăн пулчĕç тĕл пулура. Аслă Елчĕкри Валентина Вастулова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Илья Левый, Елчĕкри пичет ветеранĕсем Иван Иноходовпа Анатолий Тимофеев, районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ассоциацийĕн ертỹçи Анна Портнова, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн секретарĕ Людмила Павлова, Аслă Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем Надежда Хушкинапа Нина Левая, Сăрьелĕнчи Рифкат Харисов, Елчĕкри Валерий Изратов, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Зарема Князева тата ытти вулакансем, çывăх юлташĕсем, пĕрле ĕçлекенсем Николай Федоровичăн пысăк пархатарлăхне хакласа кĕнеке район сунтăхĕнчи тепĕр пурлăх пулнине палăртрĕç.

Юлашкинчен автор тĕл пулăва пуçтарăннисене, спонсорсене тав турĕ, кĕнекене чун туртнипе çырнине пĕлтерчĕ. Паянхи саманара кĕнеке кăларасси çăмăл ĕç мар, йывăр лава туртакан лаша пек харсăр çын кăна ăна çут тĕнче кăтартма пултараять. «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ Николай Малышкин районтан тухнă литература, культура, искусство, ỹнер çыннисене кашнийĕн пĕлмелле тесе шутлать. Вĕсем районăн культура аталанăвĕнче пысăк йĕр хăвараççĕ. Шкул ачисемшĕн чăннипех те питех те кирлĕ пособи вăл.

Хисеплĕ вулакансем! Кĕнекене туянас тетĕр пулсан, автор сире ĕç вырăнĕнче хаваспах кĕтет.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code