Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хисеплĕ Гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт летчикĕ А.Николаев çуралнăранпа 90 çул çитет.
Кĕскен аса илес пулсан çакă паллă. Чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕ Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи Вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ, унтан Карелире тăрăшнă. 1950 çулта çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçĕнче летчик-истребитель пулнă. 1960 çулта А.Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш хут вĕçеве хăпарнă. Çак паттăрлăхшăн ентешĕмĕре Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе пĕрле Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе наградăланă, «СССР космонавт летчикĕ» ята тивĕçнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртнĕ. 1963 çултан пуçласа 1968 çулччен А.Г.Николаев космонавтсен отрячĕн командирĕ, 1968-1974 çулсенче космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «уйăх программипе» килĕшÿллĕн Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ. Орбитăра иккĕмĕш хут 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче пулнă. 1970 çулта ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне иккĕмĕш хут панă.
1974 çултан пуçласа 1992 çулччен ентеш Ю.Гагарин ячĕллĕ Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн А.Николаева Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата ытти медальпе наградăланă. 1997 çулта Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ ят парса чысланă. Пысăк наградăсем тата та нумай унăн.
Наградăсем сахал мар тейĕпĕр, çапах та çак пысăках мар статьяра манăн ентешĕмĕрĕн пысăк чунĕ тата çынлăхлăхĕ пирки асăнса хăварас килет. Унăн çак тĕлĕнмелле ырă енĕсене пула ăна халăхăмăр чун-чĕререн хаклани тата çывăх тăван пек курни маларах асăннă мĕн пур наградăран та хаклă пулнă пулĕ уншăн. Андриян хăй те Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, тăван халăхăмăрăн ырлăхĕшĕн каласа пĕтерме çук нумай ырă ĕç тунă, ырми-канми ĕçленĕ. Астăватăп-ха, райадминистрацин пуçлăхĕнче тăрăшнă чухне эпĕ ун патне район аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас енĕпе пулăшу ыйтса пĕрре анчах мар кĕнине. Лăпкăн çеç калаçатчĕ, куçран тимлĕн тинкерсе тÿсĕмлĕн итлетчĕ вăл, çивĕч ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явнă хыççăн вара хăйĕнпе пĕрле ертÿçĕсем патне хăюллăн утаттăмăрччĕ. Теприн нушине хăйĕнни евĕр йышăнса çапла пулăшма ăнтăлатчĕ вăл, нихăçан та пулăшусăр хăвармастчĕ.
Иккĕмĕш сыпăкри пиччемпе – этнопедагогика наукин никĕслевçипе Геннадий Волков академикпа та туслă çыхăнура пулнă Андриян Григорьевич. Г.Волков пĕр хушă Германинчи Эрфурт хулинче пурăннă вăхăтра çула май ĕçпе çак çĕршывра пулнă Андриян Николаев ун патне кĕрсе тухнă. Çакăн пирки Геннадий Никандрович амăшĕ – Альтук аппа патне савăнса çыру çырса хыпарланă. Çак çыру Елчĕкри тăван тавралăх халăх музейĕнче паянхи кун та типтерлĕн упранать.
А.Николаев 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче 75 çула кайса пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Шăп ăна пытарнă кун манăн ĕçпе Шупашкарта пулма тÿр килнĕччĕ. Çак кунах райадминистрацин пуçлăхĕнче тăрăшакан Николай Миллинпа ăнсăртран тĕл пултăмăр тĕп хуламăрта, вара пĕрле космонавтăмăрăн вил тăприйĕ çинче пулса чечек кăшăлĕ хурса хăвартăмăр.
Анатолий МОЛОСТВОВ,
терапевт тухтăр.