Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Юрататăп сана, Елчĕкĕм»

«Юрататăп сана, Елчĕкĕм»

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче православи чиркĕвĕ Александр Невский кнеçĕн çĕрмен ÿтне Владимир хулинчен Петербурга – Александр Невский лаврĕн Троица чиркĕвне куçарнине паллă тăвать. Çак кун Елчĕк ялĕн тĕп уявĕ шутланть.

Паллă куна Елчĕксем çулсеренех Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре уява халалланă кĕлĕрен пуçлаççĕ, кĕлĕ хыççăн хĕреслĕ çул çÿреве хутшăнаççĕ.

Праçнике хатĕрленсе ирттерес ĕçре Елчĕк ялĕн çамрăкĕсем активлăхпа палăрнăран уяв программи çулсеренех пуян та анлă. Чи малтанах Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем спорт аэробики енĕпе спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Мария Долговăпа пĕрле зарядка турĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова ăшшăн саламларĕ, спортпа туслă пулмаллине палăртнă май сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пыма сĕнчĕ.

Тĕп лапам тата культурăпа кану паркĕ çак кун ача-пăчан хаваслă сасси-куллинчен татăлмарĕ. Тĕп вулавăш ĕçченĕсем Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа Елчĕк шкулĕнчи 8-мĕш кадет класĕнче вĕренекенсемпе шухăшлава, эрудицие тата фантазие аталантаракан вăйăсем ирттерчĕç. Уява халалласа йĕркеленĕ «Урамри вулавăшра» шăпăрлансем юмахсен паттăрĕсемпе пĕрле çÿрерĕç, викторинăсенче тĕрĕсленчĕç. Асфальт çинче ÿкерчĕксем тăвассине уйрăмах кăмăллаççĕ вĕсем. Мероприятисем ачасене хаваслăх кÿнипе пĕрлех усăллă та пулчĕç. Вĕсем урлă кĕçĕннисем çул-йĕр правилисене аса илчĕç, пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине ăша хыврĕç. Кунтах ал ĕçĕсенчен, пахча-çимĕçрен хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç. Тĕп лапамра иртнĕ ачасен пултарулăх коллективĕсен концерчĕ уява хăйне евĕрлĕ хаваслăх кĕртрĕ.

Сăмах май, кунта çакна палăртса хăвармалла. Халăх çак кун уйрăмах «Хула хăтлăхĕ йĕркелесси» программăпа хута кайнă культурăпа кану паркĕнче хĕвĕшрĕ. Елчĕксемшĕн вăл уявсенче анчах мар, ытти кун та юратнă вырăн пулса тăчĕ. Уçă тÿпе айĕнчи хăйне евĕрлĕ музей кашнинех илĕртет, кÿлепесен умĕнче хавас кăмăлпа сăн ÿкерттерекенсен, вĕсемпе интересленекенсен йышĕ хушăнсах пырать.

Уяв официаллă майпа 19 сехетре уçăлчĕ. Елчĕк халăхне тата килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр атте, Сергей Пчелов староста тата ыттисем те саламларĕç.

Николай Миллин хăйĕн сăмахĕсенче Елчĕк ялĕ çулсеренех илемленсе тата хăтлăланса пынине, çак ĕçе пурнăçлама сахал мар тимлĕх уйăрнине палăртрĕ:

– Ÿсĕмсем пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçлесе пынăран пулаççĕ. 2018 çулхи районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçни территорисене хăтлăх кĕртес ĕçре пысăк пулăшу пачĕ. Çак укçа-тенкĕпе Елчĕк урамĕсене юсас ĕç малалла пырать.

Çемьесем те тимлĕхсĕр юлмарĕç уявра. Чылай çул килĕштерсе пурăнакансене – Лия Николаевнăпа Петр Дмитриевич Хушкинсене, çамрăк çемьене – Мария Аркадьевнăпа Евгений Валерьевич Изратовсене чысларĕç. Тĕрлĕ спорт вăййисем уява хаваслăх кĕртрĕç. Канат туртакансен, футбол вăййине кăмăллакансен, бильярд вылякансен… ăмăртăвĕсем халăха йышлăн пуçтарчĕç. «Юрататăп сана, Елчĕкĕм» ятпа йĕркеленĕ концерт, чăваш эстрада юрăçисем чун-чĕререн канма тата ташлама май пачĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code