Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Михаил Игнатьев республикăри МИХ редакторĕсемпе актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă

Михаил Игнатьев республикăри МИХ редакторĕсемпе актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия», «Хыпар», «Про Город Чебоксары» тата Чăваш Ен наци телекуравĕн редакторĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уçă калаçăва çавăн пекех ЧР информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов та хутшăннă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертÿ-çĕсем тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Калаçăва Михаил Игнатьев пуçланă, вăл регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсем пирки хыпарланă. Пĕр пухăннă чухне вĕсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинче те чарăнса тăнă, пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртсе пымаллине те палăртнă. Халăха кăсăклантаракан ыйтусене çийĕнчех татса парассишĕн ĕçлемеллине асăннă.

Наци проекчĕсем пирки те тарăн канашланă. Региона 2024 çулччен пысăк хăвăртлăхпа аталантарса пымалли ĕçсем çинчен те сăмахланă. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрев парас, промышленноç тытăмне хăватлантарас ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Сывлăх сыхлавĕн пайне модернизацилес, медицина пулăшăвĕсен шайне хăпартса пырас ыйтусем актуаллă пулнă. Пурнăçăн мĕн пур ыйтăвĕсене туллин тишкерме тăрăшнă тĕлпулăва пухăннă ертÿçĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code