ЖКХ ыйтăвĕсемпе – йышăну
Район прокуратури, райадминистрацин представителĕсем, энергипе тивĕçтерекен организацисен ертÿçисем халăха 2019 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен Елчĕк район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе йышăнать.
Ыйтусем пулсан халăха маларах 2-50-05 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр.
С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.
«Наци кросĕ – 2019» старта йыхравлать
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче, шăматкун, Пĕтĕм Раççейре, вăл шутра пирĕн районта та «Наци кросĕ- 2019» чупу иртет.
Район центрĕнчи организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсене, Елчĕкпе Патреккел шкулĕсен коллективĕсене Елчĕкри тĕп лапамра кĕтеççĕ.
16-мĕш хут иртекен массăллă чупăва ватти-вĕтти, яш-кĕрĕмпе хĕрсем хутшăнма пултараççĕ.
Чупу 9 сехетре пуçланать. Ытти ял тăрăхĕсенче кросс вырăнсенче иртет.
Вунă кунлăх акци
Районта сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 4-мĕшĕччен «Аслă ăру» вунă кунлăхĕ иртет.
Ăна Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалласа йĕркелеççĕ. Çак тапхăрта аслă ăру çыннисене пулăшас, вĕсен интересĕсене хÿтĕлес, пурăнма тата канма тивĕçлĕ условисем туса парас, ветерансене чыслас ĕçе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ырă йăла-йĕркене уйрăмах çамрăксене, «кĕмĕл волонтерсене» явăçтарни вырăнлă. Шанас килет, районти организацисемпе предприятисем, хуçалăхсем хăйсем патĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăвармĕç.
«Чун юрланă чухне»
халăх пултарулăхĕн кăнтăр районĕсенчи фестиваль-конкурсĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртнĕ.
Фестиваль-конкурса Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул тата Раççейри пенсионерсен канашне 25 çул çитнине халалланă. Унта районти пенсионерсен союзĕн ертÿçи Людмила Горшкова ертсе пыракан Аслă Елчĕкри тата Патреккелĕнчи юрă-ташă ăстисем хутшăннă. Тивĕçлĕ канăва кайнисем çулĕсене кура мар хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартнă. Кунтах кÿршĕсем Елчĕксен ал ĕçĕсен выставкипе киленсе паллашнă.
Тăватă районтан тухнă çĕнтерÿçĕсем /хальлĕхе вĕсене палăртман-ха/ çулталăк вĕçĕнче Етĕрнере иртекен гала-концерта хутшăнаççĕ.
Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр
Çак кунсенче районти сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен йышне тĕп больницăпа 40-мĕш номерлĕ аптека коллективĕсем хутшăннă.
Шурă халатлă ĕçченсем ыттисемшĕн кăна мар, хăйсен сывлăхĕшĕн те хытă тимлеççĕ. ГТО нормисене пурнăçланă май вĕсем ятарлă паллăсем тивĕçĕç.