Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыранхи пирки – паян

Ыранхи пирки – паян

Тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисен черетлĕ пĕрлехи канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ.Тишкернĕ ыйтусенчен пĕлтерĕшĕпе кашниех çивĕч.

Ял уявĕ – ĕçкĕ валли мар

Районта çуллахи-кĕрхи тапхăрсенче ялсен уявĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Пĕр-пĕр паллă пулăмпа çыхăннă тăк темех мар-ха. Авăнăн 12-мĕшĕнче Елчĕк праçникне пиллĕкмĕш çул йĕркелерĕç. Паллах, çамрăксен, ял старостин Сергей Пчеловăн пуçарулăхĕпе хастарлăхне палăртса хăвармасăр май çук. Вырăнти халăха çеç мар, районти кашни çынна савăнса канма майсем туса панă вĕсем: юрă-кĕвĕ, спорт ăмăртăвĕсем, вăйăсемпе конкурссем, аттракционсем, суту-илÿ… Çав вăхăтрах вĕсенчен килменни те пулчĕ унта.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хăйĕн калаçăвне тÿрех çивĕчлетрĕ: уяв иртсе кайнă хыççăнхи ÿкерчĕке Мамай çарĕ тустарса кайнипе танлаштарчĕ – тĕп лапампа юнашарти парк çÿп-çап полигонне çаврăннă тейĕн. Тирпейлÿçĕсен ушкăнĕ территорие икĕ сехете яхăн тасатнă.

Тепĕр проблема. Уявра вăхăтлăх лавккасем чылайччĕ те, эрех-сăрапа хĕмленсе нĕрсĕрлĕхе çаврăннисене те курма тÿр килчĕ. Кану-ши çакă?

– Ял уявĕсене ялшăн усăллă ĕç тунипе çыхăнтармалла, ĕçкĕ-çикĕшĕн мар, – пĕрремĕш хут çĕклемерĕ ку ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. – Юбилей мар тăк мĕншĕн ирттермелле?

Хĕл аякра мар

Сентябрь уйăхĕн варри сивĕ тапхăр çывхарнине систере пуçларĕ. Апла пулсан ăшăтмалли тапхăра эсир хатĕр-и? Çак ыйту тавра райадминистрацин капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров сăмах пуçарчĕ. Вĕренÿпе культура учрежденийĕсем ăшăтмалли сезона кĕтсе илме хатĕр, вĕсенче сигнализаторсемпе счетчиксене контроль витĕр кăларнă, газ хуранĕсен тĕтĕм çулĕсене тĕрĕсленĕ. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртсене, централизациленĕ клуб тытăмĕпе библиотека зданийĕсене уйрăммăн ăшăтса тăрассине татса памалла. Социаллă объектсенче сентябрĕн 25-мĕшĕнче ăшă яма палăртаççĕ.

Вакцинаци витĕр тухар

Çанталăк сивĕтме пуçлани, час-часах улшăнса тăни гриппа чирлес хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та, районти тĕп больницăн эпидемиолог тухтăрĕн пулăшуçи Ирина Убасева пĕлтернĕ май, хăвăрт ерекен чирсенчен вакцинацилени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Грипп вирусĕ сывлăш, сунас урлă ерет. Вăхăтра сипленмесен чир вăраха кайма, йывăррăн иртме пултарать. Апла пулсан унран малтанах сыхланмалла.

Хальхи тапхăрта районта 869 ачана грипран хÿтĕлес тĕлĕшпе «Совигрипп» вакцина тунă, çитĕннисен – 44 процентне /2951 çын/. Кусем тÿлевсĕр сиплев витĕр тухнă уйрăм категорирен. Ытти халăхăн /75 процент/ прививкăна хăй, ĕçлекенсен предприяти-организаци шучĕпе тутармалла. Çапах та ертÿçĕсем чылай чухне çакна шута илмеççĕ. 2018 çулта халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ /20 çын/, «Энтепе» сахал яваплă общество /23/, 40-мĕш номерлĕ аптека /8/, «НПО Промсервис» АХО /6/ кăна асăннă ыйтăва тимлĕх уйăрнă. Гриппа чирлекенсем сахалтарах пулччăр, ĕç тухăçлăхĕ ан чактăр тесен кашни тÿре-шара хăйне пăхăнса тăракан пирки шутлама тивĕç.

«Эсĕ-мана, эпĕ-сана»

Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕç хутшăнăвĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Паянхи куншăн питĕ паллă пулăм ку. Вăрттăнлăх мар, хăш-пĕр пуçлăхсем ĕçе вырнаçаканпа налук тÿлессинчен пăрăнас тĕллевпе ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемеççĕ. Лешне те укçана «конвертпа чăмăрла» илни килĕшет пулмалла. Право культури çитменни ăна çулсеренхи отпусксăр, пурлăх пулăшăвĕсĕр, хушма тÿлевсĕр тата ытти çăмăллăхсемсĕр хăварма пултарать. Пулас пенси те кашни кунхи тупăшпа никĕсленет. Çакăн пирки шутласчĕ.

Саккунсăр ĕç хутшăнăвне «эсĕ-мана, эпĕ-сана» принципа тĕпе хурса йĕркеленĕнех туйăнать. «Неформалсен» таса мар ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларас тĕллевпе район администрацийĕн, прокуратура, налук инспекцийĕн сотрудникĕсем ятарлă рейдсем йĕркелеççĕ. Паянхи кун тĕлне 107 субъекта тĕрĕсленĕ, 8 усламçă 11 çын тĕлĕшпе ĕç килĕшĕвĕсем çирĕплетменнине тупса палăртнă.

Район администрацийĕнче «хĕрÿ лини» ĕçлет. Çÿлерех асăннă кăлтăксемпе çыхăннă лару-тăру пирки 2-51-31 телефон номерĕпе шăнкăравлама пулать.

Çĕнĕ техникăна – анлă çул

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен техника паркĕсене çулсерен çĕнĕ йышши агрегатсемпе пуянлатаççĕ. Акă, «Урожай» хуçалăхра нумаях пулмасть Аргентинăра туса кăларнă сеялка кÿрсе килнĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов палăртнă тăрăх, 8 тоннăллă техникăпа 1 сехет хушшинче 4,5 гектар çинче ĕç пурнăçлама пулать. Чи пысăк уйрăмлăх – çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме май пани. Унпа кĕрхи культурăсене акма тухнă ĕнтĕ…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code