Юлнă халăх асĕнче
Нихăçан манаймăн,
Космоса каять вĕçсе
Çĕр çынни – Гагарин.
“Кайрăмăр!” – алне сулса
Уйрăлнă Çĕртен,
Тĕнче уçлăхне тухса
Вĕçнĕ вăл пĕччен.
Çĕр-анне ырă сунса
Янă ăсатса,
Хăйĕн ывăлне пăхса
Тăнă савăнса.
Тĕлĕннĕ пĕтĕм тĕнче:
“Этем – космосра!”
Халĕччен курманччĕ-çке
Кун пек паттăра.
Тĕпчет тĕнче уçлăхне
Пуринчен малтан.
Çĕр-шыва усă кÿме
Тунă вăл тупа.
Çут тĕллев куçĕсенче,
Ырă сăн-сăпат,
Кашни çыннăн асĕнче
Юлнă çак самант.
Юрий ят ывăлсене
Панă ашшĕсем,
Çирĕп кăмăл, вăй-хăват
Суннă вĕсене.
Паттăр çын Гагарин Юрий –
Пирĕн космонавт.
Ун çинчен мĕн чухлĕ юрă,
Сăвă янăрать.