Сентябрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен районта «Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн» эрне иртрĕ. Çак тапхăрта çул-йĕр инспекторĕсем районти вĕренÿ тата культура учрежденийĕсенче пулса асăннă темăсемпе профилактика калаçăвĕсем, вĕрентекенсемпе воспитательсем класс сехечĕсем, тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх йĕркисемпе ачана çемьеренех хăнăхтармалла. Ашшĕ-амăшĕ кĕçĕннисене ача садне е шкула леçнĕ чух хăйсене мĕнле тытмаллине, çул урлă хăш вырăнтан каçмаллине, палăртнă маршрутран пăрăнма юраманнине ăнлантармалла. Ку чухне аслисем хăйсем те йĕркене çирĕп пăхăнса ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулччăр.
Мĕн пĕлмелле çуран çÿрекенĕн; Çул урлă палăртнă вырăнтан, транспорт хатĕрĕн водителĕ сана ирттерсе яма хатĕррине ĕненнĕ хыççăн анчах каçмалла, çĕрлехи вăхăтра çутта хирĕç çутатакан хатĕрлĕ тумсем тăхăнмалла, çул хĕррипе утмалла. Автобусран е ытти транспорт хатĕрĕнчен ансан вăл хускалса кайичченех çул урлă каçма ан васкăр, унсăрăн ун хыçĕнчи автомашинăсем эсир транспорт умĕпе е хыçĕпе çул çине сиксе тухнине асăрхаса ĕлкĕреймеççĕ.
Водительсен хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнмалла, çуран çÿрекенсене çул урлă чăрмавсăр каçармалла. Руль умне ÿсĕр ларма юрамасть. Йĕркене пăснă çак тĕслĕхшĕн тивекен штраф виçи 30 пин тенкĕпе танлашать, унсăр пуçне водителе пĕр çулталăк çурăран пуçласа икĕ çул таран руль умне ларас правăран хăтараççĕ.
Сăмах май, кăçал районти çул-йĕр çинче 6 ДТП пулнă, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 14-шĕ аманнă. Çав шутра çула çитмен 8 ача аманнă.
Çул-йĕр çинче пĕр-пĕрне хисеплени инкекрен упранине асрах тытар.
А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.