Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăрçа çумне шăрçа…

Шăрçа çумне шăрçа…

Чăваш çĕрĕнче нумай ăста пурăнать. Пĕрисем тĕрлеççĕ, теприсем çыхаççĕ, виççĕмĕшĕсем çăмран япала йăвалаççĕ, тăваттăмĕшĕсем йывăçран темĕн те ăсталаççĕ… Кашниех хăйĕн ал-урине хăш енĕпе те пулин аталантарать. «Ÿркенмен – ăста пулнă», – тенĕ ваттисем унашкал çынсем çинчен.

Çакнах Чăваш Республикинчи халăх ÿнерĕпе ал ăсталăхĕн маçтăрĕ, капăрлăхсем тăвас тĕлĕшпе ĕçлекен Людмила Балтаева çинчен те калама пулать. Кивĕ Эйпеç хĕрĕ ятарлă пĕлÿ илнĕ профессиллĕ ăста шутланать. Ленинградри С.М.Киров ячĕллĕ пир-авăр тата çăмăл промышленность институтне пĕтернĕ вăл. Вĕреннĕ хушăрах хăйĕн ал ăсталăхне аталантарнă.

Людмила Владимировна бухгалтера та вĕреннĕ-ха, анчах чунĕ туртман пулас.

– Пĕр предприятие ĕçлеме вырнаçрăм, – сăлтавне уçать вăл. – Унта ман пуç çине темиçе пуçлăх ларни килĕшмерĕ – эпĕ ирĕклĕхе хăнăхнă пулас. Микуç мăшăрăм та сан чăваш тумĕсене çĕлемелле тесе хистетчĕ. Ăна итлесе, чăнах та, çак ĕçе кĕрсе кайрăм, халĕ ĕнтĕ çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп.

Паянхи пурнăçра тĕрлĕ ĕçе тума пĕлни хаклă. Балтаевсен çемйинчи арçынсем халĕ тимĕрçĕ ĕçне те пурнăçлаççĕ. Людмила вара çĕлет, капăрлăхсем ăсталать, чăваш халăх тумĕн уйрăм пайĕсене çĕнетет. Кашни этнографи ушкăнĕнчи тумтирех вăл тĕплĕн шухăшласа, ятарлă литературăна тишкерсе тĕрĕс хатĕрлет. Тумăн кашни пайне, пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанне çитиех, çĕнĕ материалсемпе усă курса пуçтарать. Ăстаçă çавăн пекех тĕрлĕ пусма-тавартан чăваш халапĕсене сăнлакан ÿкерчĕксем тăвать: «Уйăх çинчи Пинеслу хĕр», «Асамат кĕперĕ», «Чăваш тĕнчи», «Çу уйăхĕ», «Тенкри», «Пихампар»… Пĕрре пăхсан панносем çав тери ансат туйăнаççĕ, анчах та тимлĕрех сăнасан вĕсене тĕсĕпе композици енчен питĕ килĕшÿллĕ вырнаçтарнине асăрхатăн.

Л.Балтаева Атăлăн сулахай енче этнокультура паркĕ йĕркелес тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ. Кунта килекен хăнасем чăваш халăхĕн культурипе тата историйĕпе тĕплĕн паллашма пултараççĕ.

Чăваш енри ал ăстисен Гильдийĕн членĕ куравсемпе конкурссене те чылайранпа хутшăнать. 2013 çулта вăл Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Ÿнер шăрçи» номинацире çĕнтернĕ. 2015 çулта халăхăн ÿнер промыслипе ремесли тытăмĕнче ăна «Чи лайăх предприниматель» ят панă. Парижри Раççейĕн православин культура центрĕнче 2017 çулхи пуш уйăхĕнченех унăн куравĕ ĕçлет.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, XVIII-XIX ĕмĕрсенче чăваш хĕрарăмĕсем капăрлăхсемпе тухья-хушпусене Раççей империйĕнче тĕрлĕ çулсенче çÿренĕ кĕмĕл укçасенчен пуçтарнă. Балтаевсем вара вĕсене тимĕр листинчен калăп витĕр хăйсемех çапса кăлараççĕ. Ку ĕçе, паллах, арçынсем пурнăçлаççĕ: Николай Михайлович тата ывăлĕсем. Людмила Владимировна вара шăрçасемпе тĕрлĕ эрешлĕ тенкĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн йĕп çине тирсе хушпу кăшкарĕ тавра е тир-сăран çине çĕлесе тухать, илемлĕ япала хатĕрлет.

Çемьере пурте пĕр тĕллевпе пурăнсан тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума пулать. Николай Балтаев – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, тимĕрпе ĕçлекен ăста, ăна чăваш халăхĕ лайăх пĕлет. Ывăлĕсене ашшĕ-амăшĕ хăйсен ĕçне çывăх професси илме пулăшнă. Асли, Асамат, халĕ Чехире медальсем кăларакан предприятире ?Чешский монетный двор/ ĕçлет. Вĕреннĕ хушăрах вăл çак сумлă учреждени ирттеркен конкурссенче çĕнтернĕ. Густав Фаберже çуралнăранпа 200 çул çитнĕ тĕлне Асамат ылтăн çăмарта ăшне вырнаçтарнă медаль хатĕрлесе палăрнине Раççейри тĕп телеканалсемпе те кăтартнă.

Кĕçĕн ывăлĕ, Атилла та пит маттур. Вăл та тетĕшĕ хыççăн Чехие вĕренме кайнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса тимĕрçĕ профессине суйласа илнĕ. Диплом ĕçне хÿтĕлеме гунсен патшин Атиллăн 180 сантиметр çÿллĕш тронне туса хатĕрлет. Вĕрентекенĕсем ăна ку ытла та кăткăс проект тесе ансатрах тема та суйласа илме сĕннĕ, анчах та чăваш каччи хăй шутланинех тăвать. Чехире ĕçлесе пурăнакан пĕр маçтăрпа паллашса ун тимĕрçĕ лаççинче трон валли кирлĕ уйрăм пайсене майлаштарать. Вара диплом хÿтĕлемелли кун тĕлне 27 хĕçрен тăракан 150 килограмм таякан трон ăсталать. Халĕ вăл Атилла вĕренсе тухнă колледжра коридорта ларать.

2018 çул пуçламăшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче «Ăсталăх – чун хавалĕ» ятпа Людмила Балтаевăн черетлĕ куравĕ иртнĕ. 90 экспонат. Вĕсен шутĕнче – арçынпа хĕрарăмăн сакăр тумĕ, капăрлăхсем, пуç хатĕрĕсем, панносем.

Чăваш халăх тумĕсене тунă чух Людмила Владимировна кашни деталĕ пиркиех тĕплĕн шухăшлани сисĕнет, кашни пĕчĕк пайĕ хăйĕн вырăнĕнче. Тĕрлĕ этнографи ушкăнне кĕрекен чăвашсен тум уйрăмлăхĕсене те аван пĕлет вăл.

Выставка чăнипех те тĕлĕнмелле пуян. Тăван халăхăн мăнаçлăхне туллин те çÿллĕ шайра хутпа мар, аваллăхри несĕлсем усă курнă пусмапа, кĕмĕлпе ăсталанă хатĕрсем чуна тыткăнлаççĕ.

…Ÿнерçĕ пулма ытти çынсенчен расна творчествăлла ăспа ĕç хайлавĕ пулмалла, шухăша тем тери вĕçтерме пĕлмелле унăн. Çапла вăл – Людмила Балтаева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code