Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Радиожурналист

Радиожурналист

Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Левая ачасенче тăван сăмах пуянлăхне аталантарас, вĕсене хаçат ĕçне явăçтарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Хăй вăхăтĕнче Наталия Ефимова, Лидия Юркова, Маргарита Ляленко, Ольга Краснова, Татьяна Федорова, Татьяна Петрова, Ольга Баринова Нина Аркадьевна пулăшса, хавхалантарса пынипе «Елчĕк ен», «Тантăш» хаçатсенче тăтăшах пичетленнĕ. Малти виççĕшĕ – районти çамрăк çыравçăсен Василий Эктел ячĕллĕ преми лауреачĕсем.

Ĕнерхи хаçат-журнал тусĕсем паян тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ. Ольга Баринова /Артемьева/ вара шкул çулĕсенче амаланнă пултарулăх хĕлхемне професси шайне куçарнă. 2009 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе журналист дипломне илнĕ хыççăнах Чăваш наци радиовĕн информаци службин аслă редакторĕнче вăй хурать. «Хыпарсем», «Чĕререн тухакан сăмахсем», «Тăван ял историйĕ», «Чăваш халăх йăли-йĕрки» программăсен авторĕ тата вĕсене ертсе пыраканĕ. Унăн уçă та çепĕç сассине, калаçури пуян та тарăн сăмах майлашăвĕсене радио итлекен тÿрех уйăрса илет. Вăл «Радиокрасавица-2010» конкурса хутшăнса «Мисс-интеллект» номинацире çĕнтерни те ăнсăртлăх мар.

Ольга Вячеславовна Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Республикăри çынсен хăрушсăрлăх культурине аталантарма нумай тимленĕшĕн тата Раççей МЧС подразделенийĕн республикăри управленийĕн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн çутатнăшăн 2-мĕш степеньлĕ дипломпа чысланă. 2016 çулта вара асăннă управлени йĕркеленĕ «Çулăмлă калем» фестивальте çĕнтернĕ. Халăха çăлас ыйтăва тивĕçлипе пропагандăланăшăн Раççей МЧСĕ медальпе наградăланă.

Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕ – «В.В.Иовлев телережиссерăн пултарулăх портречĕ» кĕнеке авторĕ. Чăваш передачисене куракансем вара ăна сенкер экран çинче те темиçе хутчен асăрханă пулĕ. Вăл Николай Сидоров драматургăн «Арсем» пьеси тăрăх лартнă киносценарире те ÿкерĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code