«Социаллă сеть» ăнлав пирĕн пурнăçа çирĕппĕн кĕрсе пырать.
Çынсем социаллă сеть урлă паллашу тĕллевĕпе кăна çырлахмаççĕ паян, ытларах та: сиксе тухнă йывăрлăхсем пирки пĕлтереççĕ, чунра тулса килнине уçса парасшăн, тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшасшăн. Кашнин хăйĕн сăлтавĕ, хăйĕн историйĕ.
Социаллă сетьсемпе усă куракансен ыйтăвĕсене васкавлă татса парас тĕллевпе Раççей регионĕсенче «Инцидент Менеджмент» система хута кайнă. Вăл «ВКонтакте», «Instagram», «Facebook», «Twitter» сетьсемпе çыхăннă.
Чăваш Енре асăннă система 2018 çулхи чÿк уйăхĕнчен ĕçлет. Çак тапхăрта социаллă сетьсенче 7 пин ытла хыпар тишкернĕ. Республикăри патшалăх органĕсем пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче 167 комментарие пăхса тухнă пулсан, кăçалхи сентябрьте – 1067.
Эппин, социаллă сетьри «Инцидент Менеджмент» власть представителĕсемпе çынсен çыхăнăвне вăйлатĕ çеç.