Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренме нихăçан та кая мар

Вĕренме нихăçан та кая мар

Вĕренÿ тата пĕлÿ енчен ваттисен сăмахĕ иксĕлми пуян: «Пĕлни çăкăр ыйтмасть, хăвнах кирлĕ пулĕ», «Çĕр çул пурăн, çĕр çул вĕрен»… Ку чухнехи кăткăс пурнăçра ĕç шыраса хăшкăлакансемшĕн çак сăмахсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ĕç рынокĕнче ыттисемпе тупăшса ăнăçтарма пултарас тесен профессие алла илмелле. Хăшĕсем Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе çапла тăваççĕ те, пĕлĕве вĕçĕмрен тарăнлатаççĕ, хушма специальность илеççĕ.

Ĕç рынокĕнчи пысăк çитменлĕх – ĕç паракансене кирлĕ кадрсемпе тивĕçтерейменни. Çакна пĕтерме ĕçсĕр граждансене алла професси илме тата вĕсен квалификацине ÿстерме тÿлевсĕр майпа вĕренме яни пулăшать.

Центр ĕçсĕр çынсене, пепкине 3 çула çитиччен пăхакан амăшĕсене, пенси ÿсĕмне çывхарса пыракан граждансене кăçал тĕрлĕ заведенисене направленипе çĕнĕ пĕлÿ илме янă. Вĕренÿ тапхăрĕ вара 6 уйăхран нумайрах тăсăлмасть. Ĕçсĕр граждансене вĕреннĕ вăхăтра 1500 тенкĕрен пуçласа 11280 тенкĕ таран стипенди тÿлеççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр учетра тăракансене хушма специальность илме майсем туса пама тăрăшать. Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче районти центр 52 çынна вĕренме янă. Çав шутран:

– пенси ÿсĕмне çывхарса пыракан 21 çын профессисемпе пĕлĕвĕсене тарăнлатнă;

– ачисене 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсене професси енĕпе хатĕрлес, квалификацине ÿстерес тĕллевпе 7 ача амăшĕ квалификацие ÿстернĕ е хушма пĕлÿ илнĕ;

– ĕçсĕр тăрса юлнă 24 çын профессисемпе пĕлĕвĕсене тарăнлатнă.

Вĕсем пурте вĕренÿ вĕçленнĕ хыççăн квалификацие ÿстерни çинчен калакан удостоверени е çĕнĕ профессие вĕренни çинчен калакан диплом илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code