Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Айăпсăр айăпланнисем

Айăпсăр айăпланнисем

Политика репрессийĕсенчен хур тÿснĕ çынсемпе тата çемйисемпе курса калаçнă чух вĕсем яланах кĕлеткипе чĕтренсе чĕререн хурланса макăрнине асăрхатăп. Айăпсăр айăпланнăран ĕмĕрĕсене чун ыратăвĕпе пурăнса ирттернĕскерсен чĕре суранĕ тарăн, вĕсене таса ята тавăрнă пулсан та йывăр кÿрентернĕ туйăм мĕн виличченех упранса юлать пуль. Телейлĕ ачалăх мĕнне туйман, хăйсене вĕçĕмех ушкăнран уйăрнă, «халăх тăшманĕ» ята илтнĕ çынсен ачисен чунĕсем уйрăмах аманнă.

Кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен. Репресси нушине тÿснĕ çынсенчен пĕрин – Тип Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Иванович Ивановăн шăпи пирки пире унăн ывăлĕ Алексей Андреевич каласа пачĕ. Сăмах май, Алексей Иванов политика репрессийĕнче шар тÿснисен Чăваш Республикинчи пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн ертÿçи.

Унăн ашшĕ 1905 çулта Тип Тимеш ялĕнче Иванпа Анастасия Михайловсен çемйинче кун çути курнă. Вăтам хресченсен çемйинче 4 ача ÿссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсене Иван ятран усă курса çĕнĕ хушаматпа – Ивановпа çыртарнă. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен ашшĕ-амăшĕ тата ачисем тăван хуçалăхра тăрăшнă, çемйисемпе шăкăлтатса пурăннă. Çĕршыва ылханлă фашист тапăнса кĕрсен Романа, Ивана тата Андрее фронта илсе кайнă. Роман вăрçăра хыпарсăр çухалнă, Иванпа Андрее шăпа тăван тăрăха таврăнма пÿрнĕ. Анчах та Андрей çемйи патне таврăниччен тыткăнра пулса чылай нуша тÿснĕ. Вăрçă хирне Андрей Иванович 1942 çулта тухса кайнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса илнĕ пÿртĕнче мăшăрĕ Анна Ильинична /вăл Таяпа Энтри хĕрĕ пулнă/ тата 5 ачи тăрса юлнă. Тыткăна арçын 1943 çулта лекнĕ – ытти салтаксемпе пĕрле ăна Германие илсе кайса пĕр лагере хупса лартнă. Выçăскерсем шăрăхра е сивĕре, юр тата çумăр айĕнче чылай нуша тÿснĕ, çын чăтайми условисенче пурăннă.

– Йĕплĕ пăралук леш енчен хушăран çĕр улми хуппи е темиçе хут пĕçернĕ лаша шăммисем ывăтса паратчĕç. Кĕпĕрленекен халăх хушшинче вĕсене пырса илме те вăй-хал çукчĕ. Кунсерен миçешер çын вилмерĕ-ши вĕсен хушшинче? Йытă евĕр çав шăмăсене кăшла-кăшла шăлсем те пĕтрĕç, – аса илнĕ А.Иванов каярах.

Тыткăнри пурнăç пирки питĕ сайра – чунĕ чăннипех те тăвăлса килнĕ вăхăтсенче анчах калаçнă:

– Çак тÿсме çук йывăр лару-тăрура Турă, çывăх çыннăмсен кĕллисем пулăшса пычĕç пуль мана, тĕрлĕ инкекрен упрарĕç пуль. Пĕр тĕслĕхне çеç аса илес килет. Вăрçă чарăнас умĕн 2 уйăх маларах пире, тыткăнрисен пĕр ушкăнне, пăрахут çине лартма пуçларĕç – урăх çĕршыва илсе кайма палăртаççĕ иккен. Манăн унта питĕ ларас, çак тамăкран хăтăлас килчĕ пулсан та, ыттисемпе пĕрле тĕртĕнме хал çитмерĕ. Анчах та çак пăрахут тапрансан инçех каяймарĕ, шыва путрĕ – унпа пĕрле халăх та.

Андрей Иванов тăван тăрăха 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче таврăннă. Мăшăрĕ тата ачисем мĕнле нушаланса пурăннине курсан чунĕ калама çук ыратса кайнă арçыннăн: çĕрĕшнĕ кивĕ пуртре сивĕ пулнă, выçăпа антăхнă ачисем куçран тинкернĕ. Ачисен хушшинче кĕçĕн хĕрĕ Валентина курăнман – вăл ашшĕ вăрçăра чух чире тата выçлăха пула пурнăçран уйрăлнă.

Çемье пуçĕ тыткăнра сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр чи малтанах кĕлетрен пÿрт туса хунă, кладовщике ĕçлеме вырнаçнă. 1948 çулта çемьене йыш хутшăннă – Алексей çуралнă.

Мăшăрĕ ĕçре чухне пĕринче Анна Ильинична патне милиционер пырса кĕнĕ. Хĕрарăм ун чухне хыркăчпа хырса çĕр улмипе çăнăх хутăшĕн пашалăвне пĕçернĕ. Сăпкара 6 эрнери Алексей выçă пулнăран йĕрмĕшсе выртнă.

Хĕрарăм килнĕ хăнапа сăмахланă.

– Мĕн тума çуралчĕ-ши çакă тата пĕрех хут? Хăйне питĕ шел, выçăпа антăхать вĕт. Пилĕк ачана тăрантарма питĕ кансĕр, – куççульне шăла-шăла чунне уçнă палламан çынпа нушапа аптăраса çитнĕ мăнтарăн хĕрарăм.

– Апла ан кала-ха ĕнтĕ, тăхлачă. Тен, ватлăхра хăвна пăхаканниех пулĕ? – хуравланă милиционер.

Çак кĕтмен хăна мăшăрне тĕрмене хупас тĕллевпе килнине Энтруш ĕçрен таврăнсан анчах пĕлнĕ Анна аппа. «Такам ман пирки тыткăнра пулнине хыпарласа çăхав çырнă, çавна пула халь мана 6 çул та 6 уйăха тĕрмене хупаççĕ», – çапла каласа ăнлантарнă упăшки арăмне.

Ашшĕ пур чухне те нушаран тухайман çемье тата пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ.

Виçĕ уйăх иртсен Анна Ильинична ялти пĕр сумлă çын канаш панипе упăшкине тĕрмерен маларах кăларас тĕллевпе ача нумаййине тĕпе хурса документсем хатĕрлет.

– Ан пăшăрхан, кĕçех таврăнĕ мăшăру, – лăплантараççĕ ăна документсене йышăннă чух.

– Çак пысăк савăнăç пирки асаттене каласа парать анне. Лешĕ вара тепĕр чи çывăх тăвана пĕлтерет. Шăпах çак тăван пирĕн атте пирки çăхав çырнине, асатте каланă ырă хыпара илтнĕ хыççăн вăл шалти ĕçсен министерствин органĕсене тепĕр хут çăхав тăратнине эпир чылай çул иртсен анчах пĕлтĕмĕр. Иккĕмĕш хут çăхав çырнăран аттене киле ямарĕç. Аннене те кирлĕ çĕре чĕнтерсе: «Урăх кун пек справкăсем хатĕрлесе ан çÿре», – тесе хытарсах каланă.

Ачисем ашшĕ ăшшине тата хÿтлĕхне туйса ÿсеймен.

«Ытлашши ача» тенĕ пулсан та кĕçĕннине – Алексее лайăх пăхма тăрăшнă çемье членĕсем. Çуртра пĕр чăх пулнă вĕсен, унăн çăмартине вара Алексее анчах çитернĕ.

Пĕринче хырăм выççине пусарас тесе Алексей шăннă пăрçа çинĕ, ун хыççăн йывăр чирленĕ. «Пурпĕрех вилет ĕнтĕ ку», – тесе сиплеме те тăрăшман ăна. Çапах та Турă пăрахман ачана, вăй илсе ура çине тăма пÿрнĕ.

Айăплав срокĕ тухсан Андрей Иванович яла таврăннă, платникре тăрăшнă. Алли-ури ăста пулнă унăн. Çынсене йывăç каткасем, кил-çуртри ĕç хатĕрĕсем ăсталаса панă, вĕсене пасарта та сутнă.

Ивановсен ачисем çамрăкранах çăкăр хакне туйса ÿснĕ. Асли Мария çамрăкранах чирленĕрен, шел пулин те, 30 çултах пурнăçран уйрăлнă. Николай ялтах пурăннă, çемьеленсе Зоя мăшăрĕпе 5 ача çитĕнтернĕ. Таисия хĕрĕ те ялах юлнă. Василий мăшăрланса Куйбышев облаçĕнче пурăннă, 2 ача çитĕнтернĕ. Алексей те ялтах тĕпленнĕ. Пĕр тăвансенчен пĕр Алексей анчах сывă пурăнать халь.

– Атте 1969 çулта эпĕ салтакра чухне рак чирне пула вилчĕ. Эпĕ Венгринче службăра тăраттăмччĕ ун чухне. Вĕренÿре пулнăран атте вилни çинчен пĕлтерекен 3 телеграммăна та çывăх çыннăма пытарнă хыççăн анчах алла илтĕм, вăхăтра çитеймерĕм яла. Кайран тăвансем мана кĕтсе аттене пытармасăр 4 кун тăратнине хыпарларĕç. Анне 1987 çулччен пурăнчĕ. Турра чунтан ĕненетчĕ вăл. Милиционер каланă пек, эпех пăхрăм ăна, ватлăхĕнче тĕрек пултăм, – сăмахне вĕçлерĕ Алексей Андреевич.

Çар ретĕнчен таврăнсан вăл Елчĕкри МСОра строительсен бригадин бригадирĕнче тăрăшнă.

 

Сăн ÿкерчĕкре: Андрей Иванов /хыçалти ретре, сулахайран иккĕмĕш/ тăванĕсемпе пĕлĕшĕсен хушшинче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code