Пятница, Февраль 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кая юлса «вăраннă» талант

Кая юлса «вăраннă» талант

Кавал ялĕнчи Теллинсене таврара аван пĕлеççĕ. Ку йăхра чапа тухнă вĕрентекенсем, çар çыннисем, çĕр ĕçченĕсем, строительсем йышлă.

Ардалион Гурьевич, акă, 1976 çулта Хусанти инженерипе строительство институтне пĕтернĕ те тĕрлĕ предприятисенче тĕп инженер пулса ĕçленĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ вăл. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе те чысланă.

…– Хам астунă тăрăх, манăн ÿкерÿ патне яланах туртăм пулнă, – каласа парать хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник. – Ăçтан ку? Хуравне тупаймастăп.

Çапах та куккăшĕн – Венедикт Сосипатрович Зайцевăн – витĕмĕ пулма пултарнах. Вăл Свердловск облаçĕнчи Краснотуринск хулинче шкул директорĕнче ĕçленĕ çулсенче çуллахи каникулсенче яла килнĕ, тăтăшах картинăсем ÿкернĕ. Унăн ĕçĕсем халĕ те тăванĕсен килĕсенче упранаççĕ. Ардалион ялан юнашар пулма тăрăшнă. Тен, пĕрремĕш ÿнер урокĕсем çакăнтан пуçланнă та. Пĕр паллă сăрă ăсти ăна çапла каланă: «Мĕн куратăн – сăрла, ÿкер, ăсталăх практикăпа кăна килет».

Унăн илемлĕх патне туртăнасси шкул çулĕсенчех амаланнă. Студент чухне инженери занятийĕсенче рисовани урокне те «манман»: конспект тетрачĕсем çинех ÿкере-ÿкере ларнă. Унта пĕрле вĕреннисен, преподавательсен юлташла шаржĕсем çуралнă.

Паян Ардалион Гурьевич ÿнер ĕçĕсĕр пурăнаймасть та пулĕ. Çĕнĕ картинăсем çырăнса пынă май, куравсене те хутшăнать. Унăн васкавлă этючĕсем туллин пулса çитнĕ картинисенчен хăйсен чĕрĕлĕхĕпе, эмоци шайĕпе пачах та уйрăлса тăмаççĕ. Ÿкерчĕксем çут çанталăк илемĕпе тулнă, кăмăла тыткăнлаççĕ. Вĕсенче тем калăпăшли курăнса тăрать: художник пурнăçа юратни, этемпе тăван тавралăхăн килĕшÿллĕ çыхăнăвĕ. Тĕп сăнарсем – йывăçсем – тĕрлĕ «роль» пурнăçлаççĕ, шухăша та яраççĕ, мăнаçлăх та çуратаççĕ.

2018 çулта А.Теллин Николай Шмаков ĕçтешĕпе «Творческий проект» ятлă кĕнеке кăларнă. Унта ентешĕн ÿкерчĕкĕсене те чылай вырнаçтарнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code