Çут çанталăк илемĕшĕн тăрăшасси, ешĕл зонăсен территорийĕсене анлăлатса пырасси, хăтлăх кÿресси çине тăван тăрăхăмăрта çулран-çул ытларах тимлĕх уйăрнине нумай тĕслĕхре курма пулать.
Район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле эпир те, район хаçачĕн журналисчĕсем, çу уйăхĕсем пуçлансанах вырăнсене тухса ирттерекен экологи канашлăвĕсене хутшăнатпăр – çу каçипе çитсе курман ял юлмасть. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те кашни яла ушкăнпа çитсе тĕрĕслевсем ирттернине, унпа пĕрлех, ăнлантару ĕçĕсене йĕркеленине хăнăхса çитнĕ. Ытларахăшĕ, паллах, хăйсем пурăнакан вырăнти тирпейлĕхпе тасалăхшăн чун-чĕрипе тăрăшакан çынсем пулнине курса ĕненетĕн. Хальхи вăхăтра чылай предприниматель яла хăтлăх кÿрессишĕн хăйсен укçи-тенкипе сахал мар усă курать. Çак ĕçсене тума вĕсем кам та пулин хистенипе мар, чун ыйтнипе хутшăнаççĕ. Юлашки çулсенче ырă кăмăллă пайтаçăсем пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе урамсенчи çулсене вак чул сарса тикĕслеме, масарсене тирпейлесе йĕркене кĕртме хутшăнаççĕ, ытти ĕçсене йĕркелесе пырассинче те пуçаруллă пулнипе палăраççĕ. Вĕсен пархатарлă, ырă ĕçĕ ыттисене те тăван ял пуласлăхĕшĕн, ăна тата тирпейлĕрех, хăтлăрах тăвассишĕн вăй хума хистесе тăма тивĕçлĕ, паллах.
Иртнĕ çулсенче тĕрлĕ вырăнсенче лартса çитĕнтернĕ пĕчĕк вăрман тăрăхĕсем те пирĕн куç умĕнче ÿссе çитĕнчĕç. Хамăр ĕçпе савăнатпăр мар-и? Ырсамай улăхĕнче çитĕнекен яштака хурăнсемпе лăс туратлă чăрăшсемпе хырсене те пĕтĕм чун-чĕре ăшшине хывса хамăр лартса хăварнă-çке. Районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем халĕ те çак пархатарлă ĕçре пуçарулăх кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть, юпа уйăхĕнче Раççей шайĕнче иртнĕ «Пурăн, вăрман»! акцие те вĕсем пурте пĕр çын пек пулса хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май район администрацийĕн ĕçченĕсем Ырсамай улăхĕнче «Ăрусен астăвăмĕ» ятпа йĕркеленĕ аллейăна йывăçсем лартса хăварнă. Хунавсене чир-чĕр ересрен е хăрса-типесрен пăхса-асăрхаса тăрассине те вĕсем хăйсем çине илнĕ. Йăлана кĕнĕ «Йывăç ларт тата ăна упра», «Симĕс Раççей» акцисемпе экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленес тĕллевпе йĕркелекен субботниксене те районта пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас ĕçе ял хуçалăх предприятийĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Комбайн» ЯХПКри специалистсем тăрăшуллă пулнине нумай тĕслĕхре куратпăр. Иртнĕ ырă вăхăтри Кавалти панулми садне, хĕл сивĕ килнĕ çулхине шăнса пĕтнĕскере, çĕнĕрен чĕртсе ярас ĕçре нумай вăй хучĕç. Хальхи вăхăтра та вĕсем кунта тăтăшах çĕнĕрен те çĕнĕ хунавсем лартса хăвараççĕ, лайăх пăхса çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне, правлени çурчĕн территорийĕ те епле тирпейлĕ, таса. Çуллахи вăхăтра кунта чăн-чăн рай пахчине лекнĕ пекех туятăн хăвна. Çывăхрах – кăвак чăрăшсен лаптăкĕ, кунта та çăтмахри пек илемлĕ.
Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Мария Изратова каласа кăтартнă тăрăх, асăннă мероприятисене кăçал 3160 çын хутшăннă, çырмасемпе шыв çуракан вырăнсене, организацисемпе учрежденисен территорийĕсене пурĕ 17000 ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă. Унсăр пуçне, ирĕк памасăр уçнă свалкăсене тĕп тăвассипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелесе пырас тĕллевпе ялсенче контейнер площадкисене вырнаçтарассипе те, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, Елчĕксем пуçаруллă пулнине палăртаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçланă чухне хăш-пĕр йывăрлăхсемпе тĕл пулнă пулин те, ял тăрăхĕсенче палăртнă вăхăтран кая юлмасăр пĕр тĕслĕ 142 площадкăна хатĕрлесе çитернĕ. Ун хыççăн евростандарта тивĕçтерекен контейнерсене район центрĕнчи 13 площадкăра /икшер, пурĕ – 26/ вырнаçтарнă. Çитес вăхăтрах çак ĕçе ытти ял тăрăхĕсенче йĕркелесе ямалла.
Светлана АРХИПОВА.