/Тыл ĕçченне – Елизавета Васильевна Ивановăна халалласа/
Хыçала халь тăрса юлчĕç
Пурнăç çулĕн кунĕсем.
Асăма кăна килеççĕ
Иртнĕ кунăн çутисем.
Нушине эпир курман-ха,
Тен, пĕлместпĕр ун çинчен.
Малашне пулассине те
Тĕшмĕртместпĕр халĕччен.
Эс, анне, нумай-çке курнă,
Хăвăн ĕмĕр тăршшĕнче.
Хуйхине те, суйхине те,
Нушине те ун чухне.
Эс, анне, çуралса ÿснĕ
Питĕ йывăр вăхăтра,
Хĕр çулне çитсессĕн эсĕ
Кайнă вăрçă пуçланса.
Арçынпа пĕр тан ĕçленĕ
Эсир çавă вăхăтра.
Эх, мĕнле кăна-тăр тÿснĕ
Çав нушаллă вăхăта.
Илтнине эп астумастăп
Сан ÿпкевлĕ сăмахна.
Вăхăчĕ çапла-çке пулнă,
Теттĕн эсĕ хăш чухне.
Аттепе пĕрле ÿстертĕр
Эсир пире юратса.
Ĕçе юратма вĕрентрĕр
Ик тĕпренчĕк ачăра.
Ĕмĕр парăмлă туятпăр
Санăн умăнта, анне,
Кÿрентернĕ те, тен, пулĕ,
Эс каçар пире, анне.
Йывăр вăхăтра туптанă
Хăвăн ырă кăмăлна.
Эс, аннеçĕм, ыр пил патăн
Йăх-тĕпе тăсакана.
Куç тулли чупса çÿреç халь
Санăн пилĕк мăнуку,
Çичĕ кĕçĕн мăнуку та –
Куç тулли сан тăвану.
Пурнăçа пăхма вĕренччĕр,
Таса, ырă кăмăлпа.
Нихăçан та ан шыраччăр
Вĕсем çăмăл пурнăçа.
Л.ГОРШКОВА.