Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăшă чунĕшĕн юрататпăр

Ăшă чунĕшĕн юрататпăр

Кивĕ Эйпеçри Сергей Терентьевичпа Елизавета Ивановна Катмаковсен çемйинче пурĕ 4 ача çуралнă. Аслисем, Анютăпа Миша, йывăр чире пула пурнăçран ир уйрăлнă. Хĕрĕ вăрçă пуçланас умĕн, ывăлĕ атте вăрçăра чухне вилнĕ. Йывăр хуйха пусарас тесе 3-мĕш хĕрĕ çуралсан Анюта ят параççĕ ăна аттепе анне.

Атте вăрçа 1941 çулта тухса каять. Унта йывăр амансан ăна киле яраççĕ. Ялта сипленнĕ хыççăн вăл хăйне кăштах аван туйма пуçласан тепĕр хут фронта тухса каять, аннене çапла каласа хăварать: «Эпĕ – коммунист. Юлташсем фашиста хирĕç çапăçнă вăхăтра эпĕ килте лараймастăп».

Вăл тухса кайсан тепĕр 7 уйăхран эпĕ кун çути курнă.

– Кашни эрнерех çыру çыраттăмччĕ аçу патне. Эпĕ Миша вилнине хыпарласан çапларах хурав ячĕ аçăр: «Маншăн çут тĕнче тĕттĕмленчĕ. Тăшмана пушшех те кураймасăр, хама хĕрхенмесĕр çапăçма та хатĕр…». Çак çырăва илнĕренпе нумаях та вăхăт иртмерĕ, вăл вилнине пĕлтерекен çыру илтĕм, – çапла каласа час-час йĕретчĕ анне.

Мĕн виличченех кĕтрĕ вăл аттене, «таврăнассăн туйăнать» тетчĕ ялан.

Хуйхине ĕçпе пусарнă пулинех анне, пире, 2 хĕрне, тивĕçлĕ çитĕнтерес тесе темиçе ĕçре те ырми-канми ĕçленĕ: почтальонкăра, хуçалăх правленийĕнче, вутă касса-çурса лаша вити çуртне хутса ăшăтас ĕçре. Харсăр пулнăранах ăна темиçе хут та ял совет депутатне, правлени членĕ пулма суйланă. Каярахпа райсовет депутатне те шаннă. Анне кăмакана хутса яратчĕ анчах, пирĕн ума лаша е машина килсе те чарăнатчĕ: «Елизавета Ивановна, кайрăмăр!», – илтĕнетчĕ сасă. Вара кăмакана çăкăр лартса пĕçерес ĕç Анна аппана лекетчĕ. Асли пулнипе ĕне сума та, выльăх-чĕрлĕх пăхма та тивнĕ унăн.

Шкул хыççăн аппа Шупашкарти кооператив техникумĕнче вĕренсе райпо тытăмĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Унта вăл поварта, буфетчицăра тăрăшрĕ. Хальхи пек хытă сийлĕ яка çул пулман вăл вăхăтра. Елчĕкпе Таяпа Энтри ялĕсен хушшинчи çула 30 çул такăрлатрĕ Анна Сергеевна, пылчăкра та, шăрăхра та, çил-тăманра та кашни кунах ĕçе çÿрерĕ. Мăшăрĕпе 2 ывăл та 3 хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç вĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр лармарĕ Анна Журавлева, тăван хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама хутшăнчĕ. Йывăр хуйхă та тÿсрĕ вăл – аслă ывăлĕ Сергей 40 çула çитсен сарăмсăр пурнăçран уйрăлчĕ.

Мăшăрĕпе пĕрле ĕçпе йăпанса пурăнаççĕ вĕсем халь. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ. Канмалли кунсенче тата çуллахи каникулсен вăхăтĕнче ачисемпе мăнукĕсене кĕтеççĕ. Вĕсем валлиех улма-çырларан варени-компот хатĕрлет, помидор-хăяр, купăста тăварлать аппа. Ăшă чунлă, çепĕç кăмăллă, ырă чĕлхеллĕ, тарават пулнăранах юрататпăр, хисеплетпĕр эпир ăна. Пĕлмен ĕçĕ те çук унăн: тĕрлет, çыхать, машинăпа çĕлет, тутлă апат-çимĕç хатĕрлет, çуртне тасалăхра тытать.

Е.СЕМЕНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Анна Журавлева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code