Чăваш Ен ГТО комплексне аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет.
Ку енĕпе Атăлçи федераци округĕнчи регионсен ТОП-5 йышне кĕрет. Çак программăна пĕтĕмпе 420 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 180 пин ытларахăшĕ ГТО нормисене ăнăçлă пурнăçласа тивĕçлĕ паллăсене илнĕ.

