Ирнĕ эрнере ЧР Финанс министерстви Шупашкарти «Пехет» агромаркетра халăхăн укçа-тенкĕ енĕпе çыхăннă пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе финанс тĕнчине çул çỹреве чĕннĕ.
Программăра «Финанс Хогвартсĕ» интерактивлă шоу, тавра курăма анлăлатма пулăшакан викторинăсем, сĕтел çи вăййисем пулнă, парнесем выляттарнă.Агромаркетри «Банкнота лабораторийĕнче» укçа суя е чăнни пулнине тĕрĕслеме май килнĕ. Финанс пĕлĕвĕн тренажерĕнче укçана виртуаллă инвестицисене хывса телее тĕрĕслесе пăхма та пулнă. Киберликбезра вара укçа-тенке пур хăрушлăхран та упрама вĕрентнĕ. Финанс енĕпе ĕçлекен чи лайăх специалистсене ыйтусем те панă пухăннисем. Раççей банкĕн «Петр ĕçĕсем» тата «Ачалăха — çул çỹрев» паллă укçасен сăн ỹкерчĕкĕсен куравĕ нумай çынна кăсăклантарнă.

