Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пехет» сывлăха упрама та пулăшать

«Пехет» сывлăха упрама та пулăшать

Чăваш тĕррин кунĕнче Шупашкарти «Пехет» агромаркета тавар туянма килнĕ 200 ытла çын кăмăллине усăллипе те çыхăнтарма пултарчĕ — хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Сывлăх — тимлĕхре: хăвна тĕрĕсле!» акци пуçарнă. Унпа килĕшỹллĕн «Пехет» агромаркет территорийĕнче вăхăтлăх сывлăх пункчĕ йĕркеленĕ. Унăн ĕçĕпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова паллашрĕ.

Инфекципе çыхăнман чирсемпе чирлес хăрушлăха палăртасси, юнри сахăр тата холестерин шайне виçесси, стоматологсен консультацийĕ, ытти — медиксем сывлăха тĕрĕслес енĕпе йĕркеленĕ майсем самай анлă. Çийĕнчен хăвăрт тата меллĕ — агромаркет хăнисем çак майпа усă курас тени нимĕн чухлĕ те тĕлĕнтермест. Унсăр пуçне Республикăн общество сывлăхĕн центрĕн специалисчĕсем çулланнă çынсен деменцийĕнчен сыхланмалли профилактика енĕпе ăсталăх класĕ ирттерчĕ, волонтерсем скандинавсен мелĕпе утма тата пирвайхи медпулăшу пама вĕрентни те нумайăшĕшĕн ытлашши пулмарĕ.

— Вырăна тухса ирттерекен сывлăх шкулĕсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, — терĕ Лариса Тарасова. — Çакнашкал площадкăсем профилактика пулăшăвне граждансемшĕн меллĕ те хăтлă, халăха çывăхрах тума май параççĕ.

Л.МАРКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code