Республикăра 2024 çулхи экспорт ĕç-хĕлне тишкернĕ, умри тĕллевсене палăртнă. Çак тапхăрта тупăш ытларах кĕни кăна мар, продукци паха пулни, ăна чикĕ леш енче те хаклани палăрнă.
2024 çулта Чăваш Ен хăйĕн продукцине 54 çĕршыва ăсатнă. Палăртма кăмăллă, пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсем ют çĕршывсемпе ĕçлессине вăйлатса пыраççĕ — вĕсен йышĕнчи экспортерсен шучĕ умĕнхи çулталăкринчен 1,2 хут ỹснĕ. Вĕсен чĕр таварпа тата энергипе çыхăнман экспорт калăпăшĕ 2 процент хушăнса АПШн 13,1 миллион долларĕпе танлашнă. Промышленность экспорчĕ 50 процент пысăкланнă, агропромышленность комплексĕн — 15 процент. Медицина пулăшу ĕçĕсен çак кăтартăвĕ вара 80 процент чухлех хушăннă. Ют çĕршывсенчен килнĕ пациентсене республикăри 12 медучреждени пĕлтĕр 15 миллион тенкĕлĕх пулăшу кỹнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — федераци центрĕсем. Промышленность предприятийĕсен пĕлтĕрхи экспорчĕ 269 миллион долларпа танлашнă. Чикĕ леш енне ăсатнă таварсен шутĕнче машиностроени продукцийĕ тĕп вырăн йышăнать. Унтан — хими, электротехника. Продукцие Киргизие, Беларуçа, Китая, Индие, ытти çĕршыва нумай ăсатнă.

