Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье — пурнăç тыткăчи

Çемье — пурнăç тыткăчи

Çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннине пиртен кашнийĕ лайăх ăнланма тивĕçлĕ. Чăваш халăхĕ çемьери йăла-йĕркесене, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене аталантарса çирĕплетессипе ĕмĕрсем тăршшĕпех курăмлă тĕслĕх пулса тăрать.

Пултаруллă çемьесене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе «Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ» обществăлла организаци, паллах, округри хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем хутшăннипе юлашки çулсенче уйрăмах нумай ĕç туса ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере ЗАГС пайĕн ертỹçи Надежда Баймушкина ертсе пынипе йĕркеленĕ çемье хаклăхĕсене упрассипе çыхăннă мероприяти те хастарлă та мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсен тивлечĕпе иртрĕ. Чăваш Республикинчи патшалăх службин ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи Наталия Арсентьева, Марина Назарова çемье психологĕ тата округри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вунпĕрмĕш кадет класĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Уçă калаçăва ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерекен, округ пурнăçне те хастар хутшăнакан тĕслĕхлĕ çемьесене те (Кивĕ Эйпеçри Григорьевсем, Елчĕкри Мисяковсемпе Иноходовсем) йыхрав пани мероприяти ят-сумне тата ỹстернĕн туйăнчĕ.

Округри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева май пулнипе усă курса Пĕтĕм Раççейри çемье фестивальне хутшăннă Григорьевсен çемйине сертификата, Мисяковсен çемйине «Дружу с финансами» конкурса хастар хутшăннăшăн Тав çырăвне тивĕçнĕ ятпа саламларĕ. Сăмах май каласан, нумай функциллĕ центрта вăй хуракан Наталия Анатольевна Мисякова республикăра кăçалхипе пиллĕкмĕш хут тĕрлĕ номинаципе иртекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнма хатĕрленет. Виçĕ ача амăшне, округри пуçаруллă та хастар хĕрарăма ăнăçу сунатпăр!

Çемье психологĕ Марина Назарова яш-кĕрĕмпе уççăн калаçрĕ. Вăл çитĕннĕ çынсен пурнăçне йышăнма хатĕрленекен çамрăксене малтанхи утăмсене асăрханса тата тĕплĕн шухăшласа тумалли, çемьере пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусем пирки çăмăл тĕслĕхсем çинче ăнланмалла каласа кăтартрĕ.

— Пĕр-пĕрне хисеплес, йывăр вăхăтра пулăшу аллине тăсса парас туйăма пĕр хутчен чунра çирĕплетсе хăварсан вăл сирте нихăçан та иксĕлмĕ, — терĕ психолог. Ашшĕ-амăшĕпе тата ытти çывăх çыннисемпе кулленхи пурнăçра пĕр-пĕринпе мĕнле кăмăл-туйăмпа хутшăннинчен пит нумай килнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ вăл. Çак калаçуран ачасем сăмах вăйĕ мĕн тери хăватлă пулнине тепĕр хутчен ăнланса илчĕç. Ахаль сăмахсемпе ăшпиллĕн калаçни, ырă сунни, пулăшни çыннăн кăмăл-туйăмне ăшăтса çутатать, мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code