Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшỹсем аталанăва çул парĕç

Килĕшỹсем аталанăва çул парĕç

Республика ертỹлĕхĕн Санкт-Петербургри экономика форумĕнче регион аталанăвĕшĕн усăллă тĕл пулусем иртнĕ. Пĕтĕмпе форумра Чăваш Ен тĕрлĕ тытăмпа 13 килĕшỹ тунă — 20 миллиард тенкĕлĕх.

Раççей машиностроительсен союзĕпе алă пуснă килĕшĕвĕн тĕллевĕ — республикăн машинăсем тăвакан комплексне тата ытларах аталантарасси. «Росконгресс» фондпа тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен тунă килĕшỹ вара Чăваш Ене инвестици илĕртỹлĕхне, регионăн экспорт хăватне ỹстерме пулăшмалла.

Билайн Чăваш Енре интернет хăвăртлăхне пысăклатмашкăн 300 база станцийĕ тума хатĕр. Çакна форумра Олег Николаев «ВымпелКом» обществăпа алă пуснă килĕшỹре çирĕплетнĕ. Енсем çавăн пекех Шупашкарта «Индустри 4.0» сесси йĕркелеме калаçса татăлнă, вăл республикăри пысăк предприятисен «цифра пиçĕлĕхне» ỹстерме май парĕ.

КНДРпа экономика енĕпе çыхăну тытса ĕçлессине те сỹтсе явнă форумра. Олег Алексеевич Чăваш Ен Корейăпа хăйĕн вăйлă отраслĕсен — электротехника, машиностроени, ял хуçалăхĕн, экологи тĕлĕшĕнчен таса ĕçме-çиме хатĕрлессин — майĕсене тĕпе хурса çыхăну тытма хатĕррине пĕлтернĕ.

Чăваш Енре водород перекиçĕн производствипе çыхăннă СПИК 2.0 пурнăçланĕ. Инвестици калăпăшĕ 9,7 млрд тенкĕпе танлашать. Тивĕçлĕ килĕшĕве РФ промышленность министрĕ Денис Мантуров, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Атăлçи перекиçĕ» обществăн тĕп директорĕ Ярослав Кузнецов тата Çĕнĕ Шупашкар сити-менеджерĕ Дмитрий Пулатов алă пуснă.

ЧР Пуçлăхĕ «Мир» тỹлев тытăмĕн тĕп директорĕпе алă пуснă килĕшỹ регионта «Чăваш Республикинче пурăнаканăн карттине» тăвассине тĕпе хурать. Ку карттăпа вырăнти лавккасенче тавара йỹнĕрех туянма, кешбэкпа, тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма, пĕрлехи çул çỹрев билечĕ вырăнне усă курма май пулĕ. Ун вырăнне халĕччен усă курнă «Мир» карттă та кайĕ.

Тепĕр черетлĕ килĕшỹ цифровизаципе çыхăннă. Кунта сăмах Сывлăх сыхлавне цифровизацилес енĕпе килĕштерсе ĕçлесси пирки пырать.

Форум хамăр кỹршĕсемпе те тата çывăхрах пулма пулăшнă. Олег Николаев, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских, Мордови ертỹçи Артем Здунов регионсен экономикине декарбонизацилес енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Форумăн пĕрлехи ларăвне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă, тухса калаçнă. Вăл хăйĕн сăмахĕсенче палăртнă пуçарусем çинчен каланă май, Олег Николаев промышленность ипотекине «симĕс çутă» парассине уйрăмах пысăка хурса хакланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code