Аслă Елчĕкри вăтам шкулта этнопедагогика никĕсне хывакана, Раççей Вĕренÿ академийĕн академикне Геннадий Волков профессора халалласа шкул ачисемпе вĕрентекенсен республикăри 3-мĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. «Асамат кĕперĕ» ятпа йĕркеленĕ ăслăлăх лаççине пĕр тĕллевлисем, паллă ăсчахăмăрăн пултарулăхне парăннисем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Шкул коллективĕ асăннă конференцие Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Г.Н.Волков ячĕллĕ этнопедагогика институчĕн ученăй канашĕпе пĕрле ирттерет. Иккĕмĕш çул хаклав ĕçне Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ профессиллĕ колледж преподавателĕсем те хутшăнчĕç. Хăнасем малтанах шкулти юсавсем хыççăнхи çĕнĕлĕхсемпе, историпе тăван тавралăх тата Волковсен çемйин музейĕсемпе, куравпа паллашрĕç.
Геннадий Никандрович Раççейри нумай регионта, тĕрлĕ çĕршывра халăх педагогикине тĕпчессипе, сарассипе ырми-канми тăрăшнине пĕлетпĕр. Аслă Елчĕксем, ачасен ашшĕ-амăшĕ чылай пулăшни те курăнать, ăсчахăн ĕç-хĕл географине шута илсе апат-çимĕçсен пуян выставкине йĕркеленĕ. Вăл вара кашни çыншăн кăсăклă. Калăпăр, якутсен /куэргеч, кульча/, калмăксен /хошан, эчпочмак, баурсак/, узбексен /димлама/ хăш-пĕр сăйлавĕсене халĕччен курман мар, илтмен те-çке. Çавăн пекех Германи, Польша, Кăркăсстан, Таджикистан … тутлă апат-çимĕçне астивсе хаклама май пулчĕ.
Ăслăлăх конкурсĕн ум пайĕ «Алран кайми аки-сухи…» гимна юрланинчен, вырăнти вĕренекенсем ăсчахăн хайлавĕсем тăрăх лартнă инсценировкăсенчен, академик палăкĕ умне чечексем хунинчен пуçланчĕ. Аслă Елчĕкри вăтам шкул директорĕ Николай Волков, филологи наукисен кандидачĕ, ЧППУн этнопедагогика институчĕн ертÿçи Светлана Михеева конкурсантсене саламласа ăнăçу сунчĕç. Конференцие тивĕçлĕ шайра йĕркеленине шута илсе малашне ăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин «хÿттине» пама вăхăт çитнине, унта хутшăнакансен географине анлăлатма кирлине палăртрĕç. Светлана Львовна конференци ĕçне ирттерме çулсерен хастар хутшăнакансене – Зоя Павлова, Надежда Хушкина /Аслă Елчĕк/, Анна Портнова /Кушкă/ учительсене педуниверситет ректорĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Ăслăлăх тупăшăвне хутшăннисем пĕтĕмпе ултă секцире паллаштарчĕç хăйсен пĕлĕвĕпе пултарулăхне. Кашнинчех йĕркелÿçĕсем унта çĕнĕ ăслай кĕртеççĕ. Г.Волков «Этем тĕнче çынни пулмалла» тенине тĕпе хурса кăçал, акă, вĕренекенсем унăн хайлавĕсем тăрăх инсценировкăсене вырăсла, акăлчанла тата нимĕçле лартса пама пултарчĕç. Кунта вырăнти коллективсем – Любовь Шепинова, Марина Чернова, Татьяна Васильева ертсе пыракан классем уйрăмах палăрчĕç. Шăмалаксемпе Çирĕклĕ Шăхальсен таса пуплевĕ, артистла ăсталăхĕ те курса ăмсанмалăх. «Волковăн сăмахлăхри ăсталăхĕ – ÿкерчĕксенче» конкурсра вĕренекенсем унăн хайлавĕсенчи сăнарсене калăпларĕç.
Педагогсен пысăк йышĕ «Хальхи вăхăтри вĕренÿ процесĕнчи этнопедагогика традицийĕсем» секцире ĕçлерĕ. Авторсем хăйсен проекчĕсене тăрăшса хатĕрлени, вĕсемпе кулленхи вĕренÿпе воспитани тытăмĕнче усă курни куç кĕрет. Çав вăхăтрах кашни темăра пĕр проблема çиеле тухрĕ: конкурсантсене чăваш чĕлхин паянхи «кун-çулĕпе» малашлăхĕ канăç памасть.
Асăннă уйрăмра Патăрьелти 2-мĕш номерлĕ шкул учителĕ Галина Хлебникова çĕнтерчĕ. Вера Воронова /Курнавăш/, Любовь Адюкова, Тамара Никонова /Аслă Елчĕк/, Галина Веникова, Анна Портнова /Кушкă/ ĕçĕсене те экспертсем пысăк хак пачĕç.
Вĕренекенсен ăслăлăх секцийĕсенче çаксене уйрăмах ăнăçрĕ: Аслă Елчĕк шкулĕнчи Марина Егоркинăна, Дарья Моховăна, Валерия Филимоновăна, Диана Афанасьевăна, Валерия Казначеевăна, Татьяна Патшинăна, Аслă Таяпари Никита Барские, Елчĕкри Тимур Григорьева, Патреккелти София Воронцовăна. Вĕсен тата пĕтĕм призерăн ĕçне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн дипломĕсемпе палăртрĕç.
Николай МАЛЫШКИН.