Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăннă

Халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăннă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ачасене право пулăшăвĕ памалли куна халалласа çавăн пекех ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркеленчĕ.

Ĕçлĕ визитпа района килнĕ Чăваш Республикин ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова Елчĕк, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче пулчĕ, Право йĕркине пăсассине асăрхаттаракан районти комиссин Аслă Таяпа ялĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ анлă ларăвне хутшăнчĕ. Кунта пуçтарăннисен умĕнче сăмах илнĕ май вăл преступлени тăвассине асăрхаттарас енĕпе республикăра пурнăçланакан ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ, ачасен прависене тата интересĕсене хÿтĕлес темăна çивĕч çĕклерĕ.

Полицин районти пайĕн участоксенчи уполномоченнăйсен начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Григорий Шадриков йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем преступноçа хирĕç кĕрешес енĕпе кăçалхи 10 уйăхра пурнăçланă ĕç-хĕл, район прокурорĕн çумĕ Вячеслав Путяков ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç.

Преступлени тăвассине асăрхаттарас ĕçре социаллă ĕçченсем те сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ, хÿтлĕх кĕтекенсене шанчăк тата тĕрев панисĕр пуçне вĕсем ăнăçсăр çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Евгения Михайлова преступлени тăвассине асăрхаттарас енĕпе Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви йышăннă ятарлă программа мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни пирки каласа пачĕ. Программăра палăртнă тĕп тĕллевсенчен пĕри – ăнăçсăр тата йывăр çемьесемпе ĕçлесе пырасси.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Васильева çак темăна малалла тăсрĕ – центр йывăр çемьесен членĕсене, вĕсенче çитĕнекен ачасене, условнăй майпа айăпланнă, тĕрмерен таврăннă граждансене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки хыпарларĕ.

Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас енĕпе йышăннă районти программăсем мĕнле ĕçе кĕни çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра 2 муниципалитет программи – «Обществăлла йĕркелĕхпе тивĕçтересси тата преступноçа хирĕç кĕрешесси», «Елчĕк район халăхне тата территорисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине ÿстересси» пурнăçланать. 2019 çулта программăсене пурнăçа кĕртме районти бюджетран 12 568,5 пин тенкĕ уйăрнă.

Ларура Аслă Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн профилактика канашĕнче учетра тăракан граждансемпе те калаçу ирттерчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова преступление профилактикăлас енĕпе администраци ĕçченĕсем ирттерекен мероприятисемпе паллаштарчĕ.

Ларăва комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ, преступлени çулне пÿлессинче пур субъект та килĕшÿре тата ăнланура ĕçлемеллине палăртрĕ.

Халăха ытларах ачасен вĕренĕвĕпе, аталанăвĕпе, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассипе, ирĕкĕсемпе прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен специалист Н.Ишмуратова халăха йышăннă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code