Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Виçĕ ачаллă амăшĕсене чысланă

Виçĕ ачаллă амăшĕсене чысланă

Районти ЗАГС пайне Амăшĕн кунне халалланă уява виççĕмĕш ачине кун çути панă çамрăк çемьесене йыхравларăмăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Тăрăмри Маринăпа Александр Афанасьевсене, Çуткÿлти Алинăпа Лев Павловсене, Таяпа Энтринчи Алинăпа Сергей Воробьевсене, Елчĕкри Любовь тата Сергей Федоровсене нумай ачаллă çемьен удостоверенийĕсене, Патреккелти Надеждăпа Алексей Сенькинсене, Исемпелĕнчи Тамарăпа Юрий Павловсене Амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификачĕсене, Çĕнĕ Пăвари Николайпа Алиса Купташкинсене, Яманчÿрелĕнчи Владиславпа Олеся Васильевсене тÿлевсĕр çĕр участокĕсен сертификачĕсене парса саламларĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă амăшĕсене ĕç коллективĕсен, тăванĕсен, тус-юлташĕсен саламне йышăнма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Н.БАЙМУШКИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: уявра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code