Республикăри кардиологи диспансерĕнче медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Çак кунсенче унта пĕчĕк хушăкран чĕрен клапанне улăштарассипе ăсталăх класĕ иртнĕ. Ку тĕллевпе Чăваш Ене Петровский академик ячĕллĕ Раççей хирургин ăслăлăх центрĕн хирургĕ, медицина наукисен кандидачĕ Яшар Айдамиров çитнĕ.
Ăсталăх класĕ вăхăтĕнче хирургсем сылтăм енчи миниторакотоми меслечĕпе (аяк пĕрчисен хушшинчи пĕчĕк шăтăкран чĕре патне çитесси) усă курнă. Ку хăнăхнă операцисенчен пач уйрăлса тăрать. Çакнашкал операци шăмăсене тивмест, мышцăна 10 сантиметр чухлĕ çеç касаççĕ, çавăнпа ун хыççăн çын сипленсе ура çине тăрас тапхăр та икĕ хут кĕскелет.

