Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ енĕпе те — пĕрремĕш!

Виçĕ енĕпе те — пĕрремĕш!

Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн ларăвĕнче 2021 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Елчĕк районĕ виçĕ енĕпе те — районсемпе хуласенче физкультурăпа сывлăх тата спортпа массăллă ĕç, 500 яхăн çын хатĕрленекен спорт шкулĕсен, ГТО комплексĕн тĕрĕслевĕн центрĕсен смотр-конкурсĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă!

Çитĕнỹсен вăрттăнлăхне уçăмлатас тĕллевпе А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ФОК директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Елена Портновăпа тата Петр Смирнов инструктор-методистпа сăмах пуçартăмăр.

Елена Николаевна, Петр Васильевич, пирваях сире тата сирĕн коллектива пĕтĕм кăмăлтан саламлатăп. Ăнăçусен çăлкуçĕ мĕнре-ши?

Е.П.: Пĕр-пĕрне ăнланса, кар тăрса ĕçлесен кирек мĕнле ĕçре те ỹсĕм тума пулать тесе шутлатăп. Спортра вара çакă уйрăмах кирлĕ. Кунта тренер, физкультура учителĕ, вĕренекен, ашшĕ-амăшĕ, спорт федерацийĕсем, общественность — пурте тачă çыхăнура пулмалла. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине аталантарассинче тăрăшакансене пурне те тав тăватăп.

Интернет пусахласа пынă саманара сывă пурнăçпа туслă пулни пушшех кирлĕ, ачасене «ирĕке» кăлармалла.

Е.П.: Ачасене хăйсем юратакан спорт секцине явăçтарасси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Ку тĕлĕшпе юлашки вăхăтра ăнланулăх ỹссе пыни сисĕнет. Хăшĕ-пĕри физкультурăпа спорт ĕçне тỹрремĕн хутшăнни те савăнтарать, çакă пире пысăк пулăшу.

Камсене палăртнă пулăттăр?

Е.П.: Хоккей вăййине аталантарассинче «Яманчурино» ООО тĕп инженерĕ Юрий Рахмуллин пысăк тỹпе хывать. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене хутшăнассипе те ырă тĕслĕхре вăл. Аслă Елчĕкри Петр Вастулов хоккей турнирĕсене тухса çỹреме автомашинăпа пулăшрĕ. Çак ялти Сергей Горшков уйрăм предпринимателе те никам та хистемест. Хăйĕн пысăк интерес пулнăран пулĕ, пултаруллă йĕлтĕрçĕсене Тутарстан, Чĕмпĕр тăрăхĕсене илсе çỹрерĕ. Тепĕр предприниматель — Патреккелĕнчи Константин Миллин спорт кĕрешĕвне тимлĕх уйăрма пуçланине те ырламалла çеç. Районти спорта аталантарассинче «Елчĕк çамрăкĕсем» фондăн тỹпи пысăк.

Петр Васильевич, 2015 çулта ГТО комплексĕ вăя кĕчĕ. Мĕнле пикентĕр çак ĕçе?

П.С.: Эпĕ 2017 çулта ĕçлеме пуçланă ку тытăмра. Кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те алла илме малтанах кăткăс, çынсем те урăхларах йышăнаççĕ. Эпир нормативсене пурнăçлассине район администрацийĕнчен пуçлас терĕмĕр. Леонард Левый, ун чухне пуçлăх çумĕ пулнă май, пирĕн ĕçпе тăтăшах интересленсе тăнă, халĕ те çаплах, «пăр тапранчĕ» вара.

Ытти коллективсем?

П.С.: Ун хыççăн тĕп больницăра ĕçлекенсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç, тестсене пурнăçласси стадионта 4 куна пычĕ. Çавăн пекех БТИ, пушар хуралĕн, подстанци коллективĕсене те палăртса хăварас килет. Çăмăл алăллă пулчĕç вĕсем.

Вĕренỹ организацийĕсенче ГТО юхăмĕ еплерех аталанать?

П.С: Пĕтĕмĕшле аван. Иртнĕ çулпа пăхсан, тĕп шкулсенчен Аслă Таяпасем (61,5 процент), Патреккелсем (42,7 процент), вăтам шкулсенчен Лаш Таяпасем (33,8 процент), Аслă Елчĕксем (32,2 процент) лайăхрах ĕçленĕ. Район центрĕнчи ача сачĕсенчи шăпăрлансем те маттурисен йышĕнче.

РЕДАКЦИРЕН: Физкультурăпа спорт аталанăвĕн пĕтĕмĕшле рейтингне илсен, республикăри спорт шкулĕсен смотр-конкурсĕнче Елчĕк районĕ 10 çул (!) хушши 1-мĕш вырăнта, ГТО енĕпе — 2018 çултанпа чи малти. Физкультурăпа сывлăх тата спортпа массăллă мероприятисен тупăшăвĕнче 2018 çултанпа çĕнтерỹçĕ тата призерсен йышĕнчен тухман.

Районти физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре вăй хуракансене редакци коллективĕн ячĕпе те чун-чĕререн саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.

Н.МАЛЫШКИН калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code