Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăх кăтарту

Лайăх кăтарту

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев çакна палăртса каланă:

– Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн методологийĕпе шутласа кăларнă ĕçсĕрлĕх шайĕн кăтартăвĕ Чăваш Республикинче 2019 çулхи виççĕмĕш кварталта вăтамран 4,3 процентпа /2018 çулхи çак тапхăрта – 4,8 процент/ танлашнă. Регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп индикаторĕ шутланакан çак кăтарту Раççей Федерацийĕнчи вăтам кăтартуран – 4,4 процентан – пĕчĕкрех.

Çак çитĕнĕве Чăваш Ен Правительстви экономикăн мĕн пур сферинче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртнипе çыхăннă. 2020 çул тĕлне пурĕ 11 пин ытла ĕç вырăнĕ уçмалла. Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăрхаса тăрать. Пирĕн республика 2011 çултанпа халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăри ĕç-хĕл пахалăхĕпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче малти вырăнсене йышăнать.

2019 çулта ĕçлев служби 41,8 пине яхăн çынна ĕçе вырнаçтарма тĕллев лартнă. Кăçалхи 10 уйăхра ĕçлев службисен органĕсем пулăшнипе Чăваш Енре пурăнакан 37 пин ытла çын ĕç вырăнĕ тупнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code