Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Апат пахалăхĕ – тĕп вырăнта

Апат пахалăхĕ – тĕп вырăнта

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ăс пухакан кашни ачана вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçламăш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр апатлантарассине йĕркеленĕ. Ку тĕлĕшпе 2682020,20 тенкĕ уйăрнă, вăл шутран федераци бюджетĕнчен – 2655200 тенкĕ.

Районти шкулсенчи апат-çимĕç блокĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ çулсерен çĕнелсе пырать. Ку енĕпе тĕрлĕ шайри бюджетран тивĕçлĕ укçа-тенкĕ уйăрнăран столовăйсенче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, çĕнĕ йышши оборудованисемпе пуянланаççĕ. Ноябрь уйăхĕнче, акă, Кивĕ Эйпеç, Патреккел, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ, Шăмалак шкулĕсенчи апат-çимĕç блокĕсем валли çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр кÿрсе килнĕ. Кашни шкултах апатланмалли столовăй приборĕсем çителĕклĕ.

ЧР Вĕренÿ министерствин 2020 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчи 1724-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн, вĕренÿ организацийĕсенчи ачасен апатланăвне мĕнле йĕркеленине тишкерес енĕпе ведомствăсем хушшинче ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсен членĕсем районсене тухса çÿреççĕ. Иртнĕ кунсенче пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерессине мĕнле шайра йĕркеленипе Шупашкарти 37-мĕш номерлĕ шкул директорĕпе Р.Сосновăпа унăн çумĕ О.Леонтьева /шăпах çак шкул районти шкулсене çак енĕпе асăрхаса тăрать/ пулнă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый йышăннă. Унтан ĕçлĕ ушкăн Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ, Елчĕк шкулĕсене çитсе курнă. Кунта ачасене вĕри апат çитерессине тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Ачасен, ашшĕ-амăшĕ енчен çăхавсем пулман. Комисси апатлану документацийĕсене йĕркелес енĕпе хăш-пĕр çитменлĕхсене, вырăнти çивĕч ыйтусене татса парассипе вăхăтра тумалли ĕçсене палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code