Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Почтальона куллен кĕтетпĕр

Почтальона куллен кĕтетпĕр

Светлана Антонова, Наталья Чернова, Ильгиза Григорьева, Галина Петрова Элекçей Тимеш, Патреккел, Акчел, Елчĕк ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăраççĕ.

– Тавах почтальонсене пире хаçат-журнал, унпа пĕрле пенси укçине вăхăтлă парса тăнăшăн. Унсăр пуçне куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ. Халăхпа ырă та тарават вĕсем, – теççĕ çак тăрăхсенче пурăнакансем почтальонсем пирки сăмах пуçарсан.

Районти почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Алина Головина ĕçченсемпе кăмăллă. Вĕсем ĕçне чун-чĕререн юратнине, плана та çулсерен вăхăтлă тултарнине хыпарлать ертÿçĕ.

Вулакана аса илтеретпĕр. Районти почта çыхăну уйрăмĕсенче «Елчĕк ен» хаçата 2021 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма йÿнĕ хакпа çырăнтарас тапхăр декабрĕн 3-мĕшĕнче пуçланчĕ, халĕ ăна декабрĕн 20-мĕшĕччен тăснă. Хакĕ 423,48 тенкĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ вулаканăмăрсем, тăван хаçатăмăра йÿнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрсемĕр!

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: С.Антонова, Н.Чернова, И.Григорьева, Г.Петрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code