Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Терроризмпа экстремизма хирĕç

Терроризмпа экстремизма хирĕç

Районти право хуралĕн ĕçченĕсен координаци ĕçĕ-хĕлĕн тĕп мероприятийĕсен планĕпе килĕшÿллĕн Елчĕк район прокуратуринче 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта преступноçпа хирĕç кĕрешессипе пурнăçланă ĕç-хĕле тишкерсе ведомствăсен хушшинчи канашлу иртнĕ. Унта право хуралĕн ĕçченĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Канашлура терроризм тата экстремизм сĕмĕллĕ тата ытти преступноçа хирĕç кĕрешес, асăрхаттарас тата тупса палăртас, национализма ÿстерме тата хĕтĕртме вăй паракан преступленисен çулне пÿлес, ку енĕпе йышăннă саккунсене çирĕп пăхăнас ыйтусене пăхса тухнă. Çавăн пекех информаципе пропаганда ĕçĕсене уйрăмах çамрăксен хушшинче анлă сарас, вĕсен право пĕлÿлĕхне ÿстерес енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ятарлă программăсем хатĕрлес, мероприятисем йĕркелес темăсене те хускатнă.

Террорла актсем уйрăмах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пулнине тĕпе хурса çак вырăнсене хÿтлĕхпе тивĕçтермелли тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă тĕл пулура.

В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code