Темиçе çултанпах хăватлă ял хуçалăх техникипе анлăн усă куракан «Победа» ОООра вĕсене черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама та тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ.

Çакна кура кунта палăртнă ĕçсем малтанхи кунсенчен пуçласах кал-кал йĕркеленсе пыраççĕ. Рамиль Самигуллинпа Леонид Сусметов тата Сергей Елисеев вара черетлĕ çур акире уй-хире чи малтан ура ярса пусакансем пулнине çирĕплетсех калама пулĕ. Вĕсем чи малтан 498 гектар йышăнакан нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене минераллă удобренипе апатлантарас ĕçе хутшăнчĕç. Хальхи вăхăтра кĕрхи çĕртме лаптăкĕнче нỹрĕк тытассипе тимлеççĕ. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, çак ĕçе вĕсем 200 гектар çинче пурнăçланă.
Ял хуçалăх предприятийĕнче çур акири ĕç планне татăклăн çирĕплетнĕ ĕнтĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене — 530, пĕр çул ỹсекен курăксене 162 гектар çинче акса хăвармалла.

