Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕненÿпе çăлăнăç çинчен

Ĕненÿпе çăлăнăç çинчен

Пире: «Этем упăтерен пулса кайнă», – тесе вĕрентнĕ. Шутласан, чăнах та, эпир упăтесем пекех вĕт-ха…

– Çынсенчен выльăх йышши кĕтÿ тума пулать-и? Пулать. Апла тума пит йывăрах та мар: Турă çук, тесе пĕлтермелле те Вăл çук чухнехи пек пурăнмалла çеç. «Турă çук», текен этем мĕн тăвас килнине пурне те тăвать: ирсĕр калаçать, ĕçкĕпе иртĕхет, асса çÿрет, Туррăн ырлăхĕсĕр тăрса юлать те выльăхланса çитет. Вара усалăн пылчăкĕнчен шуса ÿкет те шухăшлама тытăнать: «Ăçтан, мĕнле пулса кайнă-ши этем?» Вара пĕтĕмлетÿ тăвать: «Упăтерен пулса кайнă. Этеме ĕçлĕлĕх пултарнă». Ĕçлеме ашак та этем пекех ĕçлет, анчах нимле майпа та ăслăланаймасть.

Этемех илер. Калăпăр, пĕр этем 35 çул шахтăра ĕçленĕ пултăр. Çав хушăра вăл мĕншĕн ăслăланман? Мĕн-ма сăмах сиктерсе усал сăмах калать те эрех ĕçет?…Темлерен темле эпĕ пĕр атеистпа калаçса кайрăм. Сăмахĕ пирĕн çакăн çинченччĕ: ăс-шухăш маларах пулнă-и е тĕнчери япаласем? Эпĕ атеиста каларăм:

– Акă ĕнтĕ эсир, – терĕм, – институт пĕтернĕ. Ăна пĕтериччен малтан диплом ĕçне çырнă, хÿтĕленĕ. Çав диплом ĕçĕ сирĕн чи малтан ăçтан пулнă?

– Мĕнле – ăçтан? Пуçра, ăс-шухăшра.

– Эппин, çырнă ĕçĕ чи малтанах пулман. Пулма та пултарайман. Ăна çыриччен эсир нумай вĕреннĕ, кĕнекесем вуласа тĕпченĕ. Диплом ĕçĕн йывăрăшĕ те, калăпăшĕ те пур. Урăхла каласан, вăл – матери, тĕнчере пур япала. Халь кала: çак матери маларах-и е унăн идейи, шухăшĕ.

– Унăн шухăшĕ, мĕншĕн тесен вăл манăн ăсăмра çуралнă.

– Вĕреннĕ çынсем калаççĕ: çут çанталăк вăл – уçă кĕнеке, теççĕ. Çут çанталăк – ăслăлăхăн тĕпсĕр çăлкуçĕ. Ученăйсем çут çанталăкра пит тĕлĕнмеллине çулсеренех ытларах та ытларах тупса палăртаççĕ. Халь кала, мĕн маларах: çут çанталăк кĕнеки е унра упранакан идея-шухăш.

– ?! – мăк-мăк тукаларĕ атеист.

– Çут çанталăк законĕсене эпир пăхăнатпăр-и?

– Пăхăнатпăр.

– Çут çанталăк йĕркийĕн Хуçи, Законсене Параканĕ Кам-ши? Çут çанталăк уçă кĕнеке пулсан, ăна Çыраканĕ тесе кама каламалла-ши вара? Ăссăр çут çанталăк çавăн пек ăслă кĕнекене епле çырнă-ши?

Акă еплерех калаçрăмăр эпир ун чух атеистпа… Çапла улталарĕç пире: «Этем упăтерен пулса кайнă…Турă çук…Этеме ĕçлĕлĕх пултарнă…» – тата темĕн те пĕр вĕрентрĕç.

Тĕнчере усалли мĕн-ма пит нумай-ши? Усалпа пурăнакансене Турă та чармасть?

– Кĕнекесенчен пĕринче çапла çырса кăтартнă. Çынсем пуçтарăннă та хире тухнă, вара Турăран çапла ыйтнă: «Эсĕ, Турă, чăнласах пулсан, – тенĕ вĕсем, – тĕнчере усаллăх мĕншĕн хуçаланать? Вăрçăсем, çын вĕлерÿ, çарату, пусмăр, тапăну тата ытти те». Турă ыйтнă: «Сире çакă килĕшет-и?» – тенĕ. «Çук, килĕшмест». Турă вара вĕсене каланă: «Эпĕ сире пурне те ирĕклĕ пултарнă. Апла пулсан, эсир мĕншĕн вăрçатăр, вĕлеретĕр, çарататăр, пусмăрлатăр, вăрлатăр?»

Усалли Турăран килмест. Пĕтĕмпех – çынсен ĕçĕ. Тумтир пур çĕрте кĕве пур, тимĕр пур çĕрте тутăх пур. Çут çанталăкра усаллăх çук, усаллине тăваканни – этем. Тутăх тимĕре çинĕ пек, усаллăх этемĕн чунне çиет. Этем ĕçпе, сăмахпа, шухăшпа çылăха кĕрет. Ÿкĕнмесĕр пурăнса çылăх тăвакан этем усал вăй-хăват нумай кăларать. Çылăхпа вара пĕр çын, ик çын кăна пурăнмасть. Халь хăвăрах шутлăр: мĕн чухлĕ усал вăй, энерги пухăнса тăрать тĕнчере. Çавнашкал энерги виçесĕр пухăннăран çĕр çинче тĕрлĕ хăрушă япаласем пулса иртеççĕ: çĕр чĕтрет, шыв илет, çил-тăвăл тухать, вăрçăсем пуçланса каяççĕ…

«Турă пурне те пултарать пулсан, Вăл çĕр çинчи усаллăха мĕншĕн пĕтермест-ши?» – тесе ыйтаççĕ час-часах. Çынсене ырă пулма, лăпкă та пĕр-пĕрне юратса пурăнма мĕншĕн хистемест-ши?

Сăмахран, эсĕ гипноз тăвакан /куç пăвакан/ этем тейĕпĕр. Санăн ачусене питĕ итлеттерес, хăвна юраттарас килет. Эсĕ вĕсене, куç пăвса, çывăрнă чухнехи пек туса яма та пултаратăн. Вĕсем эсĕ каланине пĕтĕмпех итлĕç: «Эпĕ таврăниччен çакăнтах çывăрса ларăр, ниçта та ан кайăр» тесен – ларĕç, «юратăр мана» тесен, ыйхăллă çынсем пек, хупнă куçĕсемпе сана ыталама аллисене тăсĕç, ним каламасăрах, вилнĕ çынсем пек чуптăвĕç… Ачусем хăвна çапла итлени сана килĕшнĕ пулĕччĕ-и? Ачусене санăн хăйсем кăмăл тунипех юраттарас килет: хăйсен ирĕкĕпе сана итлеччĕр те хисеплеччĕр. Акă мĕн сăлтава пула Турă та Хăйĕн ачисене хĕсĕрлемест, хăйне вăйпах юратма вĕрентмест. Эпир пурте – Вăл пултарнă çынсем. Эпир пурте ирĕклĕ: ыррине те хамăрах суйласа илетпĕр, усаллăха та хамăрах хапăл тăватпăр, – кÿренме кăна Турă çине кÿренме пăхатпăр…

Амвросий /ЮРАСОВ/ архимандрит,
«Ĕненÿпе çăлăнăç çинчен» кĕнекерен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code