Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен тăваттăмĕш «Асам» кинофестивалĕ пырать.
Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пысăк залĕнче уçăлнă. Конкурса хутшăнакан тата конкурс тулашĕнчи фильмсене Наци библиотекинче, Çамрăксен театрĕнче, «Чăвашкино» студире кăтартĕç.