Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕçе хутшăнаççĕ

Ырă ĕçе хутшăнаççĕ

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа иртнĕ эрнерен тытăнсах районта тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ.

Социаллă хÿтлĕх пайĕн тата пенсипе тивĕçтерекен клиент службин ĕçченĕсем Курнавăш тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче инвалидсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă.

Районти музей тата централизациленĕ клуб тытăмĕнче вăй хуракансем те çак пархатарлă ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Кĕçĕн Таяпари библиотекăра пурнăçра йывăр шăпапа тĕл пулнă, апла пулин те хурçă пек çирĕп кăмăллă çынсем çинчен çырнă кĕнекесен куравне хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code