Хăвăлçырмари библиотекăра чылай çул Нина Ловкина ĕçлет. Вăл ял çыннисем кĕнекесем вулаччăр, килĕнче çырăнса илеймен хаçат-журналпа паллашчăр тесе нумай тăрăшать. Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекенсем те уроксем хыççăн автобусран анса юлсанах ялти библиотекăна васкаççĕ. Кунта вĕсем кĕнекесем çеç илмеççĕ, справочниксемпе, словарьсемпе усă кураççĕ. Библиотекăра çук кĕнекесене районтан илсе килессине йĕркеленĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Н.Ловкина библиотекарьпе 5,7,6-мĕш классенче вĕренекен А.Волкова, И.Волкова, А.Ловкина.