Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ятлă-сумлă

Ятлă-сумлă

Пархатарлă ĕçĕпе, ырă чунĕпе, пурнăçне тĕрĕс те тивĕçлĕ йĕркелесе пынипе халăх хисепне çĕнсе илнĕ çынсенчен пĕри – Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Иван Иванович Морозов. Унăн сăн-питĕнче яланах теприне ырă сунакан йăл кулă.

1954 çулта кун çути курнă вăл. Амăшĕ Александра Семеновна ывăлне мĕн çамрăкранах ĕç çумне явăçтарнă. Малашлăхра хăйне пулăшакана та, çемье тĕрекне те курнă вăл унра.

Пĕр касри ачасемпе вăрçăлла выляса ÿснĕ вăхăтрах Иван хăйĕн пуласлăхне ялта кирлĕ профессипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ, иртен пуçласа каçчен кану мĕнне пĕлмесĕр тăрăшакан амăшне хĕрхеннĕ. Шăпах амăшĕ ăна хăйĕн тĕслĕхĕпе ырă кăмăллă пулма, теприне сума сума вĕрентсе ÿстернĕ.

Шкул пĕтернĕ хыççăн çамрăк Канашри профтех-училищĕне çул тытнă, тракторист-машинист профессине алла илнĕ. Унтан каччă икĕ çул Казахстан Республикинче службăра тăнă, çартан таврăнсан Елчĕкри МСОра монтажник пулса ĕçлеме пуçланă. Тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ ĕçчене асăннă организацирен Сĕнтĕрвăрринчи строительство шкулне вĕренме яраççĕ, унтан вăл «ялти строительствăн мастерĕ» специальноçпа таврăнать.

Чи малтанах çамрăк 8 çул Канашри ДПМКра мастер пулса тăрăшать, 1979-1981 çулсенче районти Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ялĕсем патне пыракан çул-йĕре тума хутшăнать.

– Вĕренес кăмăл, çĕршывшăн усăллă çын пулас шухăш питĕ пысăкчĕ манра, – аса илет вăл вăхăтсене Иван Иванович.

Пĕлĕвне малаллах ÿстерес тĕллевпе И.Морозов Чулхулари строительство техникумĕнче вĕренет. Техник-строитель профессийĕпе 1987 çулта Елчĕкри ДПМК организацине прораб пулса ĕçлеме вырнаçать те унта 2009 çулччен – мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен чунне хурса тăрăшать. Шаннă тивĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа, ĕçе вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçласа пынăранах сахал мар ырă ята тата наградăна тивĕçет. Вăл хутшăннипе тунă, çĕнетнĕ районти пĕлтерĕшлĕ çулсен тăршшĕне шутласа та кăлараймăн.

Иван Иванович çемье хаклăхне пысăк вырăна хуракан çын. Мăшăрĕпе Нина Андреевнăпа 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Наталья педагог, Тамара журналист профессийĕсене суйласа илнĕ. Алексей вара ашшĕн çулĕпех кайнă – 8-мĕш çул Мускавра кĕперсем тăвакан «Мостотряд-125» организацинче вăй хурать. Пĕр тăвансем пурте çемьеллĕ.

Иван Ивановичпа Нина Андреевна иккĕшех кăштăртатса пурăнаççĕ, выльăхсем тытаççĕ. Ачисемпе пилĕк мăнукĕ вĕсем патне час-часах килсе çÿрени ватăсен чунне ăшăтать.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Морозовсен туслă çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code