ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви граждансен право пĕлÿлĕхне ÿстерес енĕпе «Халăха – юристсем» проекта пурнăçласа пыни пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ.
Çак проектпа килĕшÿллĕн декабрĕн 19-мĕшĕнче /14 сехетре пуçланать/ Елчĕк район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче маларах асăннă министерствăн, адвокат палатин, суд приставĕсен, нотариус представителĕсем, халăха социаллă хÿтлĕх паракан тытăмри ĕçченсем граждансене тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, алимент шыраса илессипе çыхăннă ыйтусем чылай пулнине шута илсе ку темăсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма палăртаççĕ.
Йышăнăва маларах 2-58-53, 2-53-15 телефонсемпе те çырăнма пулать.