Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт площадки – пысăк парне

Спорт площадки – пысăк парне

Федерацин «Демографи» наци проекчĕн «Спорт – пурнăç норми» программипе килĕшÿллĕн республикăри районсенче тренажер тата спорт хатĕрĕсен хальхи йышши площадкисем хута кайса пыраççĕ. Федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн çулталăк вĕçлениччен 9 районти /вĕсен хушшинче пирĕн район та пур/ çĕнĕ спорт площадкисене тулли оборудованипе тивĕçтерме йышăннă. Ĕнер Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче ГТО нормисене пурнăçлама май паракан спорт площадкине уçрĕç. 315 тăваткал метрлă лаптăка хута яма пурĕ 3 миллион тенкĕ тăкакланă.

Плошадкăна уçма парка район администрацийĕн ĕçченĕсем, Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем, спорта тата физкультурăна кăмăллакан районти хастарсем пуçтарăнчĕç. Спорт уявне хутшăннисене райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый саламларĕ, площадкăна хута ярас тата оборудованисене вырнаçтарас ĕçре палăрнисене Тав хучĕсемпе чысларĕ.

– Çĕнĕ площадка шкул ачисене, ĕç коллективĕсене ГТО нормисене вăхăтлă пурнăçлама май панисĕр пуçне спорта кăмăллакан тĕрлĕ ÿсĕмри граждансен юратнă вырăнĕ пулса тăрĕ, спортсменсене çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума май парĕ, – палăртрĕ вăл сăмахĕсенче.

Кунтах ГТО нормисене пурнăçласа ылтăн паллăна тивĕçнĕ Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсене те чысларĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code