Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕнтерÿ сăнĕсем» экспозици

«Çĕнтерÿ сăнĕсем» экспозици

Раççей Оборона министерствин «Патриот» культурăпа кану центрĕнче 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, тылра ĕçленисене халалласа «Çĕнтерÿ сăнĕсем» экспозици хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Унта вăрçа хутшăннă, тылра ĕçленĕ çынсен хушаматне çырма, сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарма палăртаççĕ. Çавăнпа та граждансене хăйсен вăрçăра пулнă тăванĕсем пирки информаци пуçтарса, вĕсене сăн ÿкерчĕкпе пĕрле ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çитерме ыйтаççĕ. Кашни материалта вăрçа хутшăннă çыннăн тулли ячĕ, биографийĕ пулмалла, мĕнле наградăсене тивĕçнине тата мĕнле званиллĕ пулнине палăртмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code