Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илемлĕ тумтир илĕртет

Илемлĕ тумтир илĕртет

Çĕнĕ çула çĕнĕ тумтир – шукăль кĕпе, блуза, юбка… тăхăнса кĕтсе илес килет-и; Кирек хăçан та капăр, илемлĕ пулма хăнăхнă, хăйсен çи-пуçĕпе ыттисене те тыткăнлама пултаракан хĕрарăмсем çак эрнере анчах район центрĕнчи ангар евĕрлĕ пысăк çуртра /«Самурай» кафе, «Бристоль», «Звениговский» суту-илÿ точкисем те кунтах вырнаçнă/ уçăлнă пĕчĕк лавккаран савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тухнине асăрхама пулчĕ.

Вĕсенчен пĕри: «Кунта кĕпе туянас тесе те мар, юлташпа пĕрле пулнипе анчах кĕрсе курма шутларăм. Илемлĕ япаласен умĕнче куç алчăраса кайнă пекех туйăнчĕ. Çыпăçуллă – кĕлеткепе виçсе çĕленĕ пек, модăран нихăçан тухма пĕлмен пăрçа ÿкерчĕклĕ блуза туянтăм. Хĕрĕме те ыранах кунта çавăтса килетĕп», – терĕ вăл.

Чăнах, хĕр упраç кăмăллакан кĕпе-сарафан, ытти ăшă тумтир пит нумай кунта. Хакĕсем те ытлашши «çыртмаççĕ» – 600 тенкĕрен пуçланаççĕ.

Пытармалли çук, хальхи вăхăтра, уйрăмах суту-илÿ ĕçĕ анлăн сарăлнă вăхăтра, конкуренцие çĕнтерме, çапла майпа халăх кăмăлне курма – тавар туянакана илĕртме çăмăлах та мар. Апла пулин те хăйсен вăйне çирĕп шанакан, мал ĕмĕтлĕ çынсене умри йывăрлăхсем те хăратмаççĕ. Нумаях пулмасть хуларан яла пурăнма куçса килнĕ, унта юрист пулса ĕçлесе пысăк ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ Алена Убасева çамрăк шăпах çакăн пек çынсен йышĕнчен мар-и; Уйрăм пайтаçă тавар туянакансем ыйтнине, вĕсен кăмăлне туллин тивĕçтермеллине, унсăрăн малашлăх шанăçсăр пулнине те лайăх ăнланать. Çакна шута илсе вăл хăй умне çирĕп тĕллев илнĕ: хальхи вăхăтра пасар лăках тулса ларнă пĕр евĕрлĕ тумтирпе мар, модăна чи юлашкинчен кĕнĕ, сайра тĕл пулакан модельсене анчах сутма кÿрсе килмелле. Малашлăхри ĕç Алена хăй шутланă пек йĕркеленсе пырас пулсан халь уçăлнă суту-илÿ кĕтесĕ чăн-чăн бутик пулса тăма та пултарĕ…

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code