Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçу яваплăхпа хастарлăхра

Ăнăçу яваплăхпа хастарлăхра

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатрĕç.

Ĕçпе тивĕçтересси – тĕп ыйту

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Елчĕк районĕнчи пайĕ кăçалхи 11 уйăхра туса ирттернĕ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн начальникĕ Марина Васильева каласа пачĕ. Палăртнă тапхăрта тивĕçлĕ ĕç тупас тĕллевпе унта 800 /иртнĕ çул – 792/ çын пынă. Ĕçсĕр граждансен учетĕнче 41-ĕн /56/ тăнă. Çав вăхăтрах çулталăк пуçламăшĕнчен 723 ?692/ çынна тĕрлĕ отрасле вырнаçтарнă, ку вăл ыйтупа тухнисен – 90,38 /87,37/ проценчĕ.

11 уйăхра предприяти-организаци ертÿçисем 1684 ваканси пуррине палăртнă пулсан, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ваканси банкĕнче 248 вырăн шутланса тăнă.

Отчетлă тапхăрта ĕç коллективĕсен пуçлăхĕсемпе обществăлла ĕçсене йĕркелес тĕлĕшпе 56 килĕшÿ тунă, çапла майпа 135 çынна тивĕçтернĕ. Асăннă процеса пурнăçлама республика бюджетĕнчен 238,9 пин тенкĕ уйăрнă, 224,76 пинне расхутланă.

Учреждени туса ирттерекен мероприятисем анлă. Кунта клиентсен интересĕсене мала хурса професси е хушма пĕлÿ илме яраççĕ: 25 çын /108,7 процент/. Çак тĕллевпех вĕренÿ организацийĕсемпе 14 договор çирĕплетнĕ. Паллах, мероприятин тухăçлăхĕ ĕнерхи студентсем ĕçе вырнаçнин кăтартăвĕнчен килет. Ку енĕпе те плана 100 процент пурнăçланă.

Пай специалисчĕсем ĕç шыракансен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе тăтăшах ваканси ярмăрккисем, консультацисем, психологиллĕ тренингсем, экскурсисем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ буклетпа брошюра хатĕрлеççĕ.

Яланах çаврăнăçуллă

Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн ертÿçи Юрий Хушкин отчет тума сăмах илнĕ май, малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ăна тата вăл ертсе пыракан коллектива вырсарникунхи энергетик кунĕ ячĕпе саламларĕ, малашне те кал-кал ĕçлеме ырă сунчĕ. Юрий Николаевич «Россети» акционерсен уçă обществин «Професси ăсталăхĕшĕн» знакне тивĕçлĕ пулнине илтме те кăмăллă пулчĕ.

Районти электроэнерги «хуçисем» хăйсен умне лартнă задачăсене куллен туллин пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен тивĕçĕ – 836 километр линие сăнаса-юсаса тăрасси. 2019 çулта алюмини пăралуксене изоляциллисемпе, йывăç юпасене бетонлисемпе улăштарассипе чылай ĕç тунă, ялсенчи 26 трансформаторлă подстанцие тĕпрен юсанă. Çанталăк кăларса тăратакан авариллĕ лару-тăрăва çийĕнчех сирсе ярас тĕлĕшпе те кал-кал ĕçлет коллектив, кÿршĕллĕ регионсене пулăшма та ĕлкĕрет.

Шел пулин те, вырăнти предприятин электроэнерги вăрлакансемпе кĕрешсе те вăхăт ирттерме тивет. Кăçал лини çинче тата йĕркене пăсса, счетчиксемсĕр усă курнин шучĕ 5 млн та 546 пин те 448 киловатт сехет /кВт.с/ пулнă пулсан, пĕлтĕр 243 пин те 093 кВт.с электроэнерги сахалтарах. 2018 çулта харпăр хăй çуртĕнче тата организацисемпе предприятисем çутăпа тĕрĕс мар, урăхла каласан, йĕркене пăсса усă курнине 8 тĕслĕх ?93 пин те 254 кВт.с/ тупса палăртнă, кăçалхи чÿк уйăхĕ тĕлне — 5 тĕслĕх ?81 пин те 436 кВт.с/. Çутă вăррисене саккун та ачашламĕ, вăл патшалăх пурлăхне çаратниех.

Канашлура район шайĕнчи ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code